Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Пĕтĕм тĕнчери балет фестивальĕн XXI -мĕш гала-концертне çитсе курнă

 


Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Пĕтĕм тĕнчери балет фестивальĕн XXI-мĕш гала-концертне çитсе килнĕ.  Пысăк фестиваль Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ. Унта çакăн пекех  мероприятинче Чăваш Республикин  Патшалăх Канашĕн Педседателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Министрсен Кабинечĕн членĕсем пулнă.  

Уява пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ ăшшăн саламланă, çак пулăм йăлана кĕнине, республика культуришĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе каланă.  Балет фестивале йĕркелекенсене, унта хутшăннă артистсене искусствăна чунтан парăнса ĕçленĕшĕн, халăха хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарнăшăн тав тунă.  Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ĕçлекенсене республика Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе тата алла çыхмалли сехете парса чысланă. Хисепе тивĕçнисем: балет репетиторĕ - Чăваш халăх артистки Галина Васильева,  Раççейĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Ольга Сергеева, Раççейĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ – балетмейстер Галина Никифорова, Чăваш халăх артисчĕ ята тивĕçнĕ Юрий Свинцов, балетмейстер ассистенчĕ Михаил Яковлев.

Михаил Игнатьев театр директорне Вячеслав Фошина культура çуртне тирпей-илем кӳртме май паракан сертификата парса чысланă. Сертификат пулăшăвĕ 13 млн 27 пинпе танлашать. Çакăн пекех Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне Борис Семенович Марковăн портретне парса хисеп тунă. Пысăк ĕçĕн авторĕ Чăваш Республикин паллă художникĕ Николай Прокофьевич Карачарсков.

Фоторепортаж



10 апреля 2017
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter