«Чăваш Ен - Раççей вăйĕ!», - тенĕ Бувайсар Сайтиев

 Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе виçĕ хутчен олимп чемпионĕ ята тивĕçнĕ Бувайсар Сайтиевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Тĕлпулăва çакăн пекех Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков тата Чăваш Республикинчи кĕрешӳ спорчĕн федераци президенчĕ Алексей Лапшин хутшăннă.

 Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирĕклĕ мелпе кĕрешекен спортăн историри паллă спортсменне Бувайсар Сайтиева  пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен спорт турнирне хисеплĕ хăна пулса килнĕшĕн ырланă. Спорт ăмăртăвĕсем ака уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче иртнĕ. 

Чаплă пысăк хăнана Михаил Игнатьев республикăри спорт аталанăвĕ пирки каласа кăтартнă, инфратытăмпа паллаштарнă.  Çитĕнекен ăрăва пысăк спорта явăçтарнине, çамрăк яш-кĕрĕме сывă пурнăç йĕркине тытса пыма витĕм кӳнине каланă.    Чăваш Республикинче спорта аталантарас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. Сăмаха май, республикăра кăçал Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăннине, ăна халалласа уйрăм мероприятисем йĕркелесе пынине асăннă. «Паян çемье туприне тытса пырассине, ырă йăла-йĕркесене вăй илтересси çине пысăк тимлĕх уйăрасси паха.  Çитĕнекен ăрăва тăван çĕре, çывăх çынăмăрсене хисеплеме вĕретсе пымалла.  Çамрăксемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн сирĕнпе яш-кĕрĕме хамăрăн тăван çĕре юратма вĕрентесси,  вĕсен чăн-чăн патриотизм туйăмне аталантарма витĕм кӳресси тĕп тĕллевсенчен пĕри. . Çакăн пек чухне тин эпир çĕршыва, республикăна тивĕçлĕ граждансемпе лайăх пуласлăх туса пама пултарайратпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Бувайсар Сайтиев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин çитĕнĕвĕсене пысăка хурса хакланă. «Раççей вăйĕ нумай халăх пĕрлĕхĕнче. Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленинче, килĕшсе пурăннинче.  Хуйхăра та савăнăçра та яланах пĕрле пулма тăрăшмалла. Чăваш Республикинче çакăн пек туслăха хам куçпа тепĕр хут курса ĕнентĕм.   Чăвашсен пуян йăла-йĕрки мĕн авалтан лайăх упранса аталанса пынă. Кунта пуян чĕреллĕ, тарават çынсем пухăнни куçкĕретех.   Эсир çав тери ăста пысăк тавракурăмлă ертӳçĕ. Хăвăрăн халăха юрататăр. Раççей, Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлетĕр. Сирĕн паха ĕç ыттисемшĕн пысăк тĕслĕх вырăнĕнче», - тесе каланă Михаил Игнатьева сумлă хăна.  

Регионта ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе спорт кирлĕ пек шайра аталанса пынине асăннă Бувайсар Сайтиев.  Республика паллă спортсменсемпе чăннипех те палăрса тăрать. Вĕсенчен чи палли -  тĕнче Кубокне тивĕçнĕ, Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ, Европа чемпионĕ, ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ,  тĕнче чемпионĕ ята тăватă хутчен çĕнсе илнĕ Сергей Корнилаев, Францире, Италире, Болгарире ирĕклĕ майпа кĕрешсе çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ, Европа чемпионĕн кĕмĕл призерĕ Иван Григорьев.  «Çак пысăк та паллă спортсменсем маншăн çав тери пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ Бувайсар Сайтиев. 

Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче малашне те республикăра спорта аталантарассипе пысăк ĕçсем тума, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пама хатĕр пулнине асăннă. 

Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен 2017-мĕш çулта хĕрсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешес спортăн тĕнче Кубокне ирттермелли тĕп вырăн пулма пултарать.   Турнира ирттерме Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьевран Раççейĕн кĕрешӳ спорчĕн президенчĕ Михаил Мамиашвили ыйтнă.    Регион пуçлăхĕ патне ыйтса çырнă çырура Чăваш Республикине ырланă, пысăк ăмăртусене ирттерессипе республика тивĕçлĕ хăйне шанса панă ĕçсене пурнăçланине, çавăнпа та турнира Шупашкарта ирттерме палăртатпăр тенĕ.  Тĕнче шайĕнче ирттерекен турнирăн йĕркелӳ комитетне ертсе пыма Михаил Игнатьева ыйтса çырнă. 

Аса илтерсе хăваратпăр, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен спорт ăмăртăвĕ чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 2-мĕшĕччен пырать.  Çĕршыври чи вăйлă 8 команда республикăна килме палăртаççĕ.

 Фоторепортаж



10 апреля 2017
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter