Салтак ăнлавăн пĕлтерĕшĕ ӳссех пырать

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе,  федераци службисен регионти управленийĕсен ертӳçисемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ чухне, ака уйăхĕнчен пуçласа утă уйăхĕччен çамрăксене салтака ăсатма (хĕсметре тăма) хатĕрленӳ тапхăрĕ пуçланнине каланă. Вăл вăхăт ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçланса утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырать.  Чăваш Республикинчен пĕтĕмпе кăçал çуркуннехи тапхăрпа 1334 яша хĕсмете ăсатмалла.

Чăваш Республикин юстици тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн сăмахĕнче яшсен сывлăхĕ çултан çул лайăхланса пынине палăртнă. Енчен те 2009-мĕш çулта мĕнпур салтака кайма шута илнĕ яшсенчен 51 проценчĕ çеç юрăхлă пулнă пулсан, халĕ кăтарту 75 процента çитнине пĕлтернĕ министр.  Паянхи çамрăк çар ретне хăйĕн кăмăлĕпе каять. Унччен маларахри çулсенче яшсем салтака каяс мар тесе тĕрлĕ сăлтавсем шыраса, йывăрлăхсем кăларса тăратнă пулсан, паян вара палăртма кăмăллă, кăтартусем ырă енне улшăнса пыраççĕ.  Апла пулсан салтак ăнлавăн пĕлтерĕшĕ ӳссех пырать. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парса çитĕнтерни куçкĕретех тенĕ республика Пуçлăхĕ. Сăмаха май, кăçалхи плана туллин пурнăçлама чĕнсе каланă. Президент полкне хĕсметре тăма Чăваш Енрен кашни çулах чи ăста та пултаруллă, хăюллă çамрăксем каяççĕ.



10 апреля 2017
14:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter