Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – туянакансен рынокĕнчи таварсен хакĕсем

Паян, ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлăва ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – туянакансен рынокĕнчи таварсен хакĕсем. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин таварсен хакĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан чылай пĕчĕкрех пулнине палăртнă.  Росстат маларахри  кăтартăвĕсем тăрăх,  Чăваш Республикинчи инфляци Раççейри вăтам виçерен 0,2 процент пĕчĕкрех.  

«Рынокри лару-тăрăва илес пулсан, пĕтĕмпех йĕркеллĕ, таварсем çителĕклĕ. Дефицит çук тесен те йăнăш мар», - тенĕ Владимир Аврелькин.  

Пуш уйăхĕнче сысна какайĕн хакĕ пĕчĕкленнĕ. Кунсăр пуçне, пулă, сĕт-çу, хăйма, сахăр, чей, хăяр çăнăх, рис, кĕрпе йышши таварсен хакĕсем те чакнă.  Чăваш Республикинче таварсен хакĕсене кулленех çирĕп тĕрĕслевре тытаççĕ.

Раççейе хирĕç тăратма пултаракан çĕнĕ санкцисем пирки чарăнса тăнă.  «Пирĕн кирек епле йывăрлăха та хирĕç тăма яланах хатĕр пулмалла.  Чи кирли вара, сăлтавсăр хаксене пысăклатма никама та  ирĕк памалла мар», - тенĕ вăл.  Халăха ял хуçалăх таварĕсемпе тивĕçтерме ятарлă сутмалли вырăнсем ытларах хатĕрлесе тăратмаллине чĕнсе каланă, кун пек ĕçсем йĕркелени - хаксене сăлтавсăр ӳстерессине чарса лартма пулăшать тенĕ вăл.    



10 апреля 2017
13:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter