«Пурсăмăр та террора хирĕç!» асăну акцине Чăваш Ен халăхĕ тухнă

 Санкт-Петербургра теракта пула пуçне хунă çынсене асăнса  ирттернĕ пулăма Чăваш Енре çичĕ пин ытла çын обществăлла акцине тухнă.


Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем,  обществăлла организацисен представителĕсем,  организацисемпе предприятисенче тăрăшакансем, студентсемпе шкул ачисем пурте пĕрле террора хирĕç тесе йĕркеленĕ мероприятие пухăннă.   

«Пирĕн çĕршыври халăха хăратас текен инкек пĕр хутчен çеç мар пулнă. Эпир нихăçан та çак çухатăва манаймастпăр. Пĕрлĕхре вăйлă пулнине яланах асра тытмалла. Усал тăшмансене, террора ун чухне  тин парăнтарма пултарнине яланах ăша хывса пурăнмалла», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм тĕнчери политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ Николай Малов.  Çак кун пухăннисем умĕнче ытти партисен представителĕсем те тухса калаçнă.   

Палăртса хăваратпăр, ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Санкт – Петербургра теракта пула 13 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 50-шĕ ытла сусăрланнă.  Вилнĕ çынсен çемйисемпе пĕрле тарăннăн хурланни çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ.  Чăваш Республики инкеке лекнĕ çынсене нихăçан та пăрахса хăварман, малашне те витĕм кӳме хатĕр тесе пĕлтернĕ вăл. 

«Санкт-Петербургра пулнă инкек  пурин чунне те пăшăрхантарчĕ.  Пирĕн çĕршыва хирĕç тăрса тунă ĕçе йĕрке пăснă тĕслĕх тесе шута илмелле. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин терроризм вăл инкек тесе сахал мар калать.  Кун пек хуйхă кашни килех пырса тивме пултарать, çавăнпа та яланах пĕрле туслă, килĕштерсе пурăнмалла. Паян Чăваш Республики пĕрле пулнине кăтартса пачĕ. Пĕрлĕхре пирĕн вăй! Эпир кирек епле йывăрлăхра та çĕнтеретпĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев



10 апреля 2017
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter