Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кадетсене çитĕнӳсемпе палăрнăшăн ăшшăн тав тунă

 


 Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче  Мускаври Пĕртăван Знаменскисен ячĕллĕ Олимп цетрĕнче VI Пĕтĕм Раççейри «Стройпа утассин тата юрă смотрĕ. Çĕнтерӳçĕсен маршĕ!» конкурсăн фестивалĕ иртнĕ.

Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 72 çул çитнине халалланă.  Пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттернĕ конкурса Чăваш Республикинчен виçĕ команда хутшăннă. Вĕсем: «Хĕлхем» ятлă ушкăн, Вăрнар районĕнчи М.П.Григорьев  генерал ячĕллĕ Нурăсри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул ачисем. Ертӳçи – Ефимов Лев Николаевич, «Тыл патриочĕсем» - Муркашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул ачисем. Вĕсен ертӳçи – Рожкова Светлана Измайловна тата  «Авангард» ушкăн, вĕсем Хĕрлĕ Чутай районĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта вĕренекенсем. Ертӳçи – Романов Эдуард Васильевич.    

Чăваш Енрен кайнă яш-кĕрĕме çăмăлах пулман, мĕншĕн тесе вĕсен  округра, облаçсенче мала тухнă ушкăнсемпе тупăшма тивнĕ.  Тĕрлĕ регионсенче çарпа патриот шкулĕсенче хăйсен ăсталăхĕсене туптакан яшсемпе хĕрсем, чăннипех те маттур та хăюллă пулнă.   Жюри членĕсем пирĕн ентешсен ăсталăхне пысăка хакланă, стройра маршпа утнине, автомата сӳтсе пуçтарассине, Раççейĕн историне пĕлнине ыттисемпе танлаштарсан чи тавçăруллă та маттур пулнине пĕр харăссăн çирĕплетсе каланă. Хĕрлĕ Чутайран кайнă яшсемпе хĕрсем стройра утассипе анчах мар, алла-аллăн тытăнса кĕрешессипе те ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă, вĕсен ăсталăхне куракансем тата жюри членĕсем пысăка хурса хакланă. 27 команда хушшинче Чăваш Енрен кайнă кадетсем хăйсен виçе категорийĕсенче малти вырăна тухнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кадетсене çитĕнӳсемпе палăрнăшăн ăшшăн тав тунă. «Педагогсене уйрăмах пысăк тав.  Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ывăлĕ хĕрĕсене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерни куçкĕретех.  «Сыны Отечества» офицерсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсене çамрăксене воспитани парас ĕçе витĕм кӳнĕшĕн, уйрăмах Владислав Ильин вице-адмирала пысăк тав», - тесе каланă Михаил Игнатьев хăйĕн саламĕнче.

 Ăмăртусенче Чăваш Республикинчен кайнă ачасене РФ Президенчĕн Чăваш Енри полномочиллĕ представителĕ Юрий Акиньшин, «Сыны Отечества» офицерсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем, Мускавра пурăнакан ентешсем хапăл тусах йышăннă.  Конкурса хутшăнакансене саламланă май, Чăваш Республикин полномочиллĕ представителĕ Юрий Акиньшин чăваш ачисем мала тухни, республика ертӳлĕхĕ тухăçлă ĕçлесе, çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнин кăтартăвĕ тесе каланă. «Вĕсем çине пăхсан, тӳрех мăнаçланас килет, чăн-чăн пулас паттăрсем. Чăваш Республикинчи кадетсем Раççейре чи маттуррисем. Регион чысне Раççей шайĕнче хӳтĕлеме пултараççĕ.  Кăçалхи çул Чăваш Енрен виçĕ ушкăн пулни те хăйне евĕр çитĕнӳ.  Юрă юрласа стройра утасси çав тери кăткăс конкурс, пур-пĕрех пирĕн ентешсем мала тухрĕç.  Пурнăçра та вĕсене яланах ырри çеç кĕттĕр, çитĕнӳсемпе палăрмалла пултăрччĕ», - тенĕ Юрий Акиньшин.

    

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче çамрăксене патриотизмла воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ.  Регионта 1968 çултан пуçласа «Зарница» тата «Орленок» çар вăййисем ирттереççĕ. Кадетсен юхăмĕ çулсерен вăй илсе пырать. 2018 çулта кадетсен çĕнĕ шкулне хута яма тĕллев лартнă.  

Фоторепортаж



11 апреля 2017
14:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter