Чăваш Енĕн кадетсен вĕренӳ корпусĕн строительство ĕçне çу уйăхĕнче пуçлама тĕллев лартнă

Атăлçи федераци округĕн шайĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕпе хисепленсе тăракан кадет шкулне Чăваш Енре çу уйăхĕнче пуçлама тĕллев лартнă. Çак ырă хыпар пирки Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев,  регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере ирттерекен ĕçлĕ канашлура пĕлтернĕ.   

Строительство ĕçĕн пĕрремĕш тапхăрне республика хыснинчен укçа-тенкĕ тăкакланассине каланă Юрий Исаев. Объектăн строительство ĕçĕн иккĕмĕш пайне Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тăрăшнипе «Ренова» компанийĕн директорсен канашĕн председателĕпе Виктор Вексельбергпа тачă çыхăнса ĕçлемелли пирки калаçса килĕшнĕ.

«Вĕренӳ учрежденийĕн строительство ĕçĕ кăçал çу уйăхĕнче пуçланать. Планпа килĕшӳллĕн объекта 2018 çулта çурла уйăхĕнче вĕçлеме тĕллев лартнă. Проект ĕçне пуçланă. Каярах пăр катокне те хатĕрлеме палăртса хунă», - тенĕ Юрий Исаев.

«2018 çулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне объект пĕтĕмпех хатĕр пулмалла», - çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев.  



11 апреля 2017
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter