Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси

 Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисемпе тата хăш-пĕр муниципалитет ертӳлĕхĕпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлăва ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн докладĕнче пурĕ регионта лартса çитĕнтерме 585 пин гектар çĕр хатĕрленине пĕлтернĕ.  Кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан 1,5 процент пысăкрах. Кукуруза, рапс, люпин, йĕтĕн тата пăрçа йышши культурăсем тухăç ытларах панине кура, кăçал та вĕсене нумайрах акса çитĕнтерме палăртса хунине каланă министр.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ытларах усă курăнман çĕр лаптăкĕсем çине тимлĕх уйăрма хушнă, вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çине тăрса ĕçлеме каланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, хăй çакăн пекех ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Мускавра Ял хуçалăх министерстви ирттернĕ анлă ларăва хутшăннине пĕлтернĕ.  РФ Ял хуçалăх министерстви кăçал та çителĕклĕ патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерме тĕллев лартнине ырă хыпара пĕлтернĕ.  Сергей Артамонов йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă. Африкан чумипе кĕрешесси, кадрсем хатĕрлесси, çĕрсен саккун базине çĕнĕлĕхсем кĕртсе пырас ыйтусем те кун йĕркинче тăнине асăннă. 

Республикăри машина-тракторсене вăхăтра тĕрĕслев витĕр кăларас ыйту пирки Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсемпе ытти йышши техникăн тăрăмне асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕн ертӳçи Сергей Вязовский тĕплĕн каласа кăтартнă.  Пурĕ Чăваш Республикинче 23 774 техникăна шута илнине пĕлтернĕ вăл.  Харпăр хăй хуçалăхĕсенче машина-трактор йышланса кайнине асăннă. Кăçалхи çурхи ĕçсене пурнăçлама мĕнпур техника тĕрĕслев витĕр тухассине çирĕп каланă. Калăпăр çурхи ĕçе пурĕ 2614 трактора явăçтарма тĕллев лартнă, паянхи куна илес пулсан вĕсенчен 87 проценчĕ техтĕрĕслев витĕр тухма та ĕлкĕрнине каланă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ техникăна тĕрĕслев витĕр кăларни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тенĕ. «Хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси - тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать», - палăртнă Михаил Игнатьев.  Сергей Артамонов кăçал аграри пайĕнче ĕçлекенсем валли  пурĕ 2 млрд 331 млн тенкĕ патшалăх пулăшăвне уйăрнине палăртнă.  Кăтартăва пĕлтĕрхипе танлаштарсан 10 процент пысăкрах.  Хуçалăхсем валли техника таврашне туянма кредит илнĕ чухне ĕç-пуç вăраха тăсăлнине пăшăрханса каланă ертӳçĕсем. «Нумай хуçалăх ертӳçисем çак вăхăтсене кĕтсе пĕтереймеççĕ, вара пысăк процентсемпех кредитсем илме хăтланаççĕ», - тенĕ «Россельхозбанк» АУО Чваш Енри филиалĕн ертӳçи Ирина Письменская.

Михаил Игнатьев çак йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствине тăратма сĕннĕ.

Тепĕр пысăк ыйту – медицина пайĕнче кадрсем çителĕксĕр пулни. ФАПсенче уйрăмах çак ыйтусем çивĕч тăраççĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов докладра çак ыйтăва татса пама «Мобильный фельдшер» текен проект пулăшасса шанса каланă.



11 апреля 2017
09:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter