Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Космонавтика кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Космонавтика кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Раççей - аслă космос çĕршывĕ. Пирĕн çĕршыв çыннисен ĕçĕсем планетăсен хушшинчи вĕçевсен теорине никĕсленĕ, тĕнче уçлăхне çул хывнă.

Ракетăпа космос отраслĕнчи çитĕнӳсем, Çĕр çинчен пирвайхи спутнике вĕçтерсе яни, тĕнче уçлăхĕн анлăшне парăнтарни, çăлтăрсен тĕнчинчи наука тĕпчевĕсене пуçарни - пирĕн халăхăн тĕлĕнмелле ăнăçăвĕсем цивилизаци аталанăвне вăй панă.

Юрий Гагарин этемлĕх историйĕнче пĕрремĕш хут космоса вĕçнĕ - унтанпа çур ĕмĕр ытла иртнĕ. Космоса парăнтарас ĕçе пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр Андриян Николаев, Чăваш Енпе тачă çыхăннă космонавтсем Николай Бударин тата Муса Манаров, наука ĕçченĕсем, регионти предприятисен специалисчĕсем курăмлă тӳпе хывнă.

Пирĕн ентешсен паттăр ĕçĕсем тĕнче историйĕнче ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнă. Чăваш Республикинче çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕхсем вырăнне хурса вĕсен паттăрлăхне Шуршăлти асăну комплексĕнче ĕмĕрлĕхех сăнарланă, космос паттăрĕсен ячĕпе палăксем лартнă.

Çамрăк космонавтсен отрячĕсен юхăмĕ, Çамрăксен Николаев вулавĕсем, СССР космонавт летчикĕ А.Г.Николаев космоса вĕçнине халалланăскерсем, ачасене професси суйласа илме, чăн-чăн патриотсем пулса çитĕнме пулăшаççĕ.

Космос отраслĕпе çыхăннă е хальлĕхе тĕнче уçлăхне парăнтарма кăна ĕмĕтленекен çынсене пурне те чунтан çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, пархатарлă ĕçре ăнăçу сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                       Михаил Игнатьев.

 



12 апреля 2017
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter