Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

 Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.  Ку хутĕнче ларăва пухăннисем «Инновациллĕ экономика тата промышленноç аталанăвĕ» Чăваш Республикин патшалăх программине çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварма килĕшнĕ.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова хăйĕн докладĕнче 2017-2020-мĕш çулсем валли йышăннă патшалăх программине пурнăçа кĕртсе пыма  пурĕ 34 млрд тенкĕ пăхса хăварма палăртнине асăннă. Вăл шутран республика хыснинчен 1,5 млрд тенкĕ, бюджетран кĕмен укçасем 32,5 млрд тенкĕ пулассине пĕлтернĕ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче промышленноçа аталантарма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

Паянхи ларăва пухăннисем ял хуçалăх валли усă курма уйăрнă виçĕ лаптăк çĕр пайне  промышленноçа аталантарма куçарасси çинчен калакан ĕç хутне тишкернĕ. Асăннă çĕр пайĕсем Сĕнтĕрвăрри, Тăвай тата Комсомолький районĕсенче вырнаçнă.

Республика Правительстви ахаль сулланса çӳрекен чĕрчунсене пĕтерме  республикăри муниципалитетсене бюджетран субвенци мелĕпе уйăрмалли йĕркене çирĕплетнĕ.

Чăваш Республикин ветеринари патшалăх службин ертӳçи Сергей Скворцов докладра çӳлерех асăннă ыйтăва татса пама республика хыснинче 626 пин тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă.

Министрсен Кабинечĕн ларăвĕн кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.



12 апреля 2017
16:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter