Чăваш Республикипе М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университет хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе тачă çыхăнса ĕçлемелли ĕç хутне çирĕплетнĕ

 


Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Мускаври М.В. Ломоносов  ячĕллĕ аслă пĕлӳ паракан патшалăх университечĕн тĕп вулавăшĕнче  Евразири университетсен ассоциацийĕн Канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ.  Паллă пулăмра Чăваш Республикипе М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университет хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе тачă çыхăнса ĕçлемелли ĕç хутне çирĕплетнĕ.  Килĕшĕве Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата М.В.Ломоносов ячĕллĕ МГУ ректорĕ Виктор Садовничий алă пуснă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев МГУ ректорне пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă.  Сăмаха май, регионта пĕтĕмĕшле пĕлӳ илнĕ хыççăн шкул ачисем çĕршыври тĕрлĕ аслă шкулсене кулленех вĕренме кĕнине, вĕсен кăтартăвĕ те пысăк тесе пĕлтернĕ. Палăртса хăвармалла, ытларах пирĕн республикăри яш-кĕрĕм Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ аслă шкула тарăн пĕлӳ илме кĕни куçкĕретех. Паянхи куна Чăваш Енрен Мускаври аслă шкулта 500 ача пĕлӳ пухать.  Пулас студентсем физика, гуманитари, юриспруденци, хими, биологи, экономист тата ытти професси пĕлĕвĕсене илме тăрăшаççĕ.  «Раççейри чи паллă аслă шкулпа çакăн пек килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетни, малашне тата та анлăрах ĕçлеме витĕм кӳрĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев

Виктор Садовничий хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче вĕренӳ пайне аталантарас ĕçе ертӳçĕсем пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă. Куншăн, паллах, Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева пысăк тав сăмахĕсем каланă.  «Паян тата та пысăк тĕллевсем лартрăмăр, çыхăнусене те анлăлатрăмăр.  Пирĕншĕн регионсемпе килĕшсе ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Раççей регионсемпе пуян!», - тенĕ МГУ ректорĕ. Евразири университетсен ассоциацийĕнче Чăваш Республикин представителĕсем çаксем пулнă: регионти вĕренӳпе çамрăксен министрĕ Юрий Исаев, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Александров, республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин Ертӳçин пулăшуçи, экономика наукин докторĕ, профессор  Лев Кураков.  

Чăваш патшалăх университетĕнче нумай çул хушши ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, сумлă ветеран Лев Кураков Виктор Садовничие  Раççейри аслă шкулсене аталантарса пырас ĕçе пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.

Юрий Исаев министр Мускаври аслă шкул ректорне  пирĕн ентешсене аталанма тарăн пĕлӳпе тивĕçтернĕшĕн пысăка хурса хакланă.  Калăпăр, Мускаври аслă шкула вĕренсе пĕтернĕ  Александр Иваницкий, хальхи вăхăтра И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче физика-математика кафедрăн деканĕ пулса ĕçлет.  Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров та çак аслă шкула вĕренсе пĕтернĕ.  Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче философипе истори кафедрăн деканĕ Рената Михайлова та çак аслă шкултан вĕренсе тухнă.   

Андрей  Александров хăйĕн сăмахĕнче МГУпа ЧГУ пĕр-пĕрипе килĕшсе ĕçлени, студентсене тарăнрах ăс пухма пулăшнине каланă.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Ăсчахсен канашĕн,  Чăваш Республики Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн, вĕрентекенсен, ашшĕ-амăшĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе, Михаил Игнатьев пирĕн регионти вĕренӳпе наукăна аталантарас ĕçе пысăк витĕм кӳнĕшĕн М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университечĕн ректорне Виктор Садовничие орден медальпе чысланă.  

Виктор Садовничий паллă пулăма 38 университетăн ректорĕсем килсе çитнине пĕлтернĕ.  Кунсăр пуçне пиллĕк патшалăхăн чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕсем хутшăннине каланă.   

Фоторепортаж



12 апреля 2017
10:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter