Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин анлă ларăвне хутшăннă

 


Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин анлă ларăвне хутшăннă. Асăннă министерство 2016-мĕш çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, 2017-мĕш çул валли тĕллевсем палăртнă.  Ларăва Правительство Çуртĕнче ирттернĕ, ăна Раççей Федерацийĕн Правительствин вице-премьерĕ Ольга Голодец йĕркелесе ертсе пынă.  

Канашлура çĕршыври субъектсенчи сывлăх сыхлавĕн пайне ертсе пыракансем, вăл шутран Чăваш Республикинчен Владимир Викторов министр пулнă.  

Ларăва уçнă май, РФ Правительствин Председателĕн Çумĕ  Ольга Голодец сывлăх сыхлавĕ лайăх аталанса пынине, пысăк кăтартусем çирĕплетсе панине каланă.  Раççей Федерацийĕнче вилекенсен йышĕ чакни, вăрăм ĕмĕрлисен шучĕ нумайланса пыни те çакнах кăтартса парать тенĕ вăл.  Халăх вăтамран 71 çултан та иртсе пурăнни куçкĕретех. Çынсен сывлăхне вăхăтра тĕрĕслени, пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе усă курни – пур те халăхăн пурăнас çулĕсене тăсаççĕ.

Ольга Голодец врачсен пĕлӳ шайĕ те ӳссе пынине асăннă. Ку тытăмри кашни специалиста професси пĕлĕвне кулленех çирĕп тĕрĕслеççĕ. Сывлăх сыхлавĕн министерстви 2017-мĕш çулта шыçă чирĕсене малтанхи тапхăрсенче тупса палăрассипе курăмлă ĕçлеме пысăк тĕллевсем лартнине каланă вице-премьер.

 Ларăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа  Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова тĕплĕн доклад тунă.

Инфекциллĕ мар чир-чĕртен асăрханас тĕлĕшпе комплекслă программа пурнăçа кĕрсе пынине каланă Министр. Çакă граждансене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшнине палăртнă.  Шкул çулне çитмен ачасене,  пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ илекенсене, тĕрлĕ шкулсенче ăс пухакан çамрăксене тата ыттисене те хăйсен ĕç вырăнĕсенче сывлăха çирĕплетме май паракан ятарлă мероприятисем йĕркелеме пуçланине уйрăммăн палăртса хăварнă.   

«2013-мĕш çултан пуçласа сывлăха упрас тĕлĕшпе массăллă профилактика пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме тытăннă.  Халăхăн сывлăхне çирĕп тĕрĕслеве илнĕ.  Çынсен тĕрлĕ чир-чĕрĕсене малтанхи тапхăрта тупса палăртса, вĕсене вăхăтра тухăçлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. 2018-мĕш çултан пуçласа граждансене диспансеризаци кăлармалли йĕрке çирĕпрех пуласси паллă.  Кун пек чухне тата та халăхăн чирĕсене вăхăтра тупса палăртма май пулĕ. Пĕр сăмахпа каласан,  медицинăри тухăçлăх ӳсесси куçкĕретех», - тенĕ Вероника Скворцова.   

Сывлăх сыхлавĕн тепĕр пысăк тĕллевĕ –  çитес икĕ çул хушшинче сахал йышлă пурăнакан ял тăрăхĕсенче халăха медицинăн пĕрремĕш пулăшăвĕпе тивĕçтересси, пысăк технологисене пурнăçа кĕртесси. Медицина учрежденийĕсенче информаци тытăмне анлăрах сарас ыйту та кун йĕркинчех тăнине каланă вăл.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче сывлăх сыхлавне аталантарассипе виçĕ шайлă тухăçлă ĕç йĕркеленĕ.  Халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тесе ФАПсем, республика, федераци шайĕнче паха центрсем хута янă.  Пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсем вăй илсе пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Чи лайăххи – 2013-мĕш çултан пуçласа пурĕ регионта хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан  çĕнĕ 125 ФАП çĕклесе лартнă. Кунсăр пуçне кашни тăваттăмĕшне тĕпрен юсав ĕçĕсем йĕркеленĕ. Республика Правительстви 2020-мĕш çул тĕлне пурĕ 200 ФАП хута яма тĕллев лартнă. Палăртма кăмăллă, юлашки икĕ çул хушшинче регионта хальхи пурнăç таппипе тӳр килекен çĕнĕ 6 поликлиника хăпартса лартнă. Сиплев учрежденийĕсенче пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсен шучĕ икĕ хут та ӳссе кайнă. Наци онкологи программине тĕпе хурса, регионта тĕп клиникăн диспансерĕпе юнашар хирурги корпусне хута янă, унта 5 пине яхăн пысăк технологиллĕ операцисем тума май пур.  

Республикăра тухăçлă проектсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ, вĕсенчен пĕрне палăртса хăвармалла – халăх сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе кулленех тăрăшать, спорта кăмăллать. «Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – 2025-мĕш çул тĕлне халăхăн пурăнассине 76 çула çитересси. Çавăнпа та пирĕнтен кашнин сывă наци пултăр тесе тăрăшмалла. Хамăрăн сывлăх патне пысăк тимлĕх уйăрмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



13 апреля 2017
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter