Мăнкун уявĕнче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

 


Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мăнкун уявĕнче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Право хуралĕнче ĕçлекенсен йĕрке пăсассинчен çирĕп асăрхаса тăмаллине каланă. Республика Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре пурăнакансенчен 95 проценчĕ православи тĕнне пăхăнса пурăннине палăртнă.   Çулсерен вуншар пин çын чиркĕве Мăнкун кĕллисене итлеме тата вулама çӳрет. Мăнкун таса та çутă уяв, пĕтĕм халăха пĕр чăмăра пухса тĕрĕс çул çине тăма пулăшать, ыррине усалтан уйăрма вĕрентет.  

«Ашшĕ-амăшĕсем, асаттепе асаннесем хăйсен чун тултармăшĕсене – ачисене, мăнукĕсене чиркĕве илсе пыраççĕ. Ун чухне савăк кăмăллă, илĕртӳллĕ çынсем сахал мар пулĕç. Пирĕн тĕллев – кирек епле вăхăтра та усал хыпарсене пĕрне-пĕри пĕлтерсе тĕрĕс йышăнусем тăвасси. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле, пĕр сăмахпа каласан, Чăваш Енре паллă уяв кирлĕ пек пысăк шайра чаплă иртмелле», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. 

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертӳçисене халăха чиркӳсене çӳреме условисем çителĕклĕ хатĕрлесе пама чĕнсе каланă. Террора хирĕç кĕрешес ыйтăва та кун йĕркинчех тытмаллине, ăна куçран вĕçертме юраманнине асăрхаттарнă.

«Тĕнчере те çĕршывра та лару-тăру çăмăлах мар. Халăх патне хыпарсене вăхăтра çитермелле. Уявсем вăхăтĕнче çирĕп тĕрĕслев пулассине те асăрхаттармалла. Тепре чухне çынсем çак ыйтусене ăнланманнине кура, пăтăрмахсем, хирĕçӳсем кăларса тăратаççĕ. Пысăк черетсем пулассинчен  асăрханса уявсене маларах пуçтарăнма тăрăшмалла», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев. 

Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин докладра уйрăм мероприятисем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Чиркӳсен территорийĕсенче полици ĕçченĕсем çителĕклĕ пулассине пĕлтернĕ.  

Аса илтеретпĕр, ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче çурçĕртен пуçласа ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче республикăри мĕнпур чиркӳсенче пачăшкăсем кĕлĕ вулĕç.  Вăл кунсенче регионта культура çурчĕсенче, вĕренӳ учрежденийĕсенче те ятарлă мероприятисем ирттерме палăртса хунă.

 Фоторепортаж



13 апреля 2017
14:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter