Чăваш Республикинче Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсенчи çут çанталăк прокуратурисен уçă форумĕ иртнĕ

 


 Чăваш Республикинче Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсенчи çут çанталăк прокуратурисен уçă форумĕ иртнĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйту – усал çӳп-çапа тирпейлесе пуçтарассипе çыхăннă йывăрлăхсем.  Шупашкарта иртнĕ форум ĕçне прокуратурăра ĕçлекенсем, экспертсен пĕрлешĕвĕсен представителĕсем тата та ытти ертӳçĕсем пухăннă. 

Паллă ĕçе  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн çумĕ Сергей Зайцев, Атăлçи тăрăхĕн çут çанталăк прокурорĕ Вениамин Селифанов, Чăваш  Республикин прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Григорьев, прокуратура органĕсен ĕçченĕсем, регионсенчи ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем, обществăлла организацисен ертӳçисем хутшăннă.

Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн çумĕ Сергей Зайцев хăйĕн ум сăмахĕнче Экологи çулталăкĕнче уйрăмах усал хытă каяшсене пуçтарса тирпейлес ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине каланă.  «Паянхи куна илес пулсан ТБО вырнаçтармалли ятарлă объектсем сахал, вĕсене пула, свалкăсем юхăнса выртаççĕ», - тенĕ Сергей Зайцев.

Çак йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва татса пама  прокуратура, тĕрĕслевпе асăрхав службисем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансем кăна тăрăшни çителĕксĕр пулнине, халăха ĕçе явăçтармаллине чĕнсе каланă.   Пурте пĕрле пĕр шухăшлă пулсан, тăрăшса пĕр чăмăра пухăнса ĕçлесен актуаллă ыйтăва татса пама çăмăлрах пулнине асăннă вăл.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев докладра регионта çак асăннă ыйту çине кулленех пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă.  Сывлăш пахалăхне упраса хăварассишĕн, усал каяшсене вăхăтра тирпейлесе пуçтарассишĕн, тăпра, шыв пурлăхĕсем, вăрмансем ан вараланччĕр тесе сахал мар ĕçленине пĕлтернĕ.

Палăртма кăмăллă, çак ĕçсемпе кулленех ĕçлесе пынине кура, РФ субъекчĕсем хушшинче экологи  рейтингĕнче малта пыракан субъектсем хушшине кĕни те çакнах çирĕплетет.  Чăваш Республикинче хытă каяшсене тирпейлесе тăракан объектсем, Шупашкарти шыва тасатса тăракан станци тата ытти объектсем те Раççейри ытти регионсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăчĕç, вĕсен ĕçĕсемпе тăтăшах  кăсăкланни куçкĕретех.    

«Влаç органĕсенче ĕçлекенсене, тĕрĕслевпе асăрхав службисенче тăрăшакансене, пĕрлĕхлĕ патшалăх позицине тытса пынăшăн, республикăра пурăнакансен интересĕсене тĕпе хурса пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн, палăртнă проекта пурнăçа кĕртнĕшĕн пысăк тав сăмахĕсем калатăп. Пур çавăн пек тĕлли-паллисĕр калаçакан журналистсем, уйрăм суя хыпар сарса çӳрекенсем – ыйтăва политика çине куçарма хăтланаççĕ.  Анчах та халăх вĕсене ĕненмест, пирĕн паха ĕçсем пуриншĕн те куç умĕнчех. Усал хытă каяшсене пуçтарса тиенĕшĕн хаксем, пурăнмалли çурт-йĕр пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн тӳлемелли хакра пурĕ те 1,5 процент çеç йышăнать. Çак виçе питĕ пĕчĕк пулнине халăх  лайăх ăнланать», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Кăçал Экологи çулталăкне халалласа пысăк виçĕ объект хута яма республикăра палăртнине пĕлтернĕ вăл.  «Таса çĕршыв» проектпа килĕшӳллĕн, республика 380 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне тивĕçет.  

Çĕршыври «пилотлă» регионсем шутне Чăваш Республики кĕрсе юлнă. Коммуналлă пайри хытă каяшсене çĕнĕлле пуçтарса тирпейлессипе тата регионти оператăра суйласа лартассипе ĕçлеме тивĕ. 

«Экологи енĕпе йышăннă проектсене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртсен, санитарипе эпидемиологи  лару-тăрăвĕ тата та лайăхланĕ, республикăра пурăнакансен пурнăç условийĕн шайĕ ӳсĕ», - кун пирки çапла пулассине ĕненсех тăратăп тенĕ Михаил Игнатьев.  

Чăваш Енре çакăн пек пысăк мероприятине ирттерме витĕм кӳнĕшĕн Михаил Игнатьева  Атăлçи регионĕсен çут çанталăк прокурорĕ Вениамин Селифанов ырласа тав сăмахĕсем каланă.

«Эпир мероприятине сирĕн тăрăхра ирттерме ăнсăртран палăртман.  Чăннипех те, республикăри патшалăх влаç органĕсенче ĕçлекенсем асăннă ыйтусемпе тивĕçлĕ ĕçлени никамшăн та вăрттăнлăх мар, ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.   

 Вениамин Селифанов регионта хута кайнă полигон ĕçне пысăка хакланă. «Объектăн пĕрремĕш тапхăрĕ ăнăçлă пурнăçланнă. Планпа пăхнă тăрăх, республикăра тата та тепĕр пиллĕк объект хута яма тĕллев лартнă. Сирĕн проектсене Раççейри ытти субъектсем те хапăл тусах йышăнаççĕ», - палăртнă вăл.  Сăмаха май, форумăн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе каланă. Енчен те экологи ыйтăвĕсем çине тимлĕх çухатсан, халăх сывлăхне те сиен кӳресси паллă тесе асăрхаттарнă. Çĕршывра усал çӳп-çап çулсерен икĕ хут та нумайланса пынине пĕлтернĕ вăл.  Çĕнĕ хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан объектсене пурнăçа кĕртсе пырассипе лайăх ĕçленĕшĕн Чăваш Республикине, Чулхулана, Саратов, Волгоград, Кострома облаçĕсене ырласа хăварнă Вениамин Селифанов.

   Пур-пĕрех экологи енĕпе йĕрке пăснă тĕслĕхсем  сахал мар çĕршывра пулнине каланă. Пурĕ 12 пин тĕслĕхе шута илнĕ, вăл шутран Атăлçи округĕнче пĕрре виççĕмĕш пайĕ пулнине асăннă.  

Ырă тĕслĕхсем çинчен те каласа кăтартнă: «Калăпăр, Чăваш Республикинче, Чулхулара, Саратовра влаç органĕсенче ĕçлекенсем инвестици явăçтарин куçкĕретех. Пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçлемелли килĕшӳсем те сахал мар йышăннă», - тенĕ вăл.   Çакăн пек ырă тĕслĕхпе ыттисене те ĕçлеме чĕнсе каланă.

Паянхи форум ĕçне пухăннисем пĕр-пĕрин паха опычĕсемпе паллашнă, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă.

  Çак кун, каярах вĕсем Çĕнĕ Шупашкарти полигона çитсе килнĕ.

 Фоторепортаж



14 апреля 2017
16:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter