Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Советская Чувашия» хаçат тухма пуçланнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа ĕç ушкăнне саламланă

 


Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Советская Чувашия» хаçата 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă. 

 Паллă пулăм К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ. Пултарулăх ушкăнне Михаил Игнатьев саламланă май, хаçат  халăх хушшинче анлă  сарăлнине, унăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă. «Советская Чувашия» хаçат хăйĕн историйĕнче  сахал мар республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕсем пирки материалсем калăпласа кăларнине асăннă.  Çынсем, чăннипех те, çак хаçата хисепленине тепĕр хут çирĕплетсе хăварнă.  Хыпарсене тĕрĕс тата вăхăтра халăх патне илсе çитернине кура, вĕсен актуаллăхĕ нихăçан та пĕтменнине асăннă.

«Эсир професси шайне кулленех ӳстерсе пыни куçкĕретех. Хаçата халăх хапăл тусах йышăнать. Хăвăрăн вулаканăмăрсене паха материалсем çырса савăнтаратăр», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Хаçатра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене тав сăмахĕсем каланă, вĕсенчен çамрăк ăру паха опыт илсе юлнине палăртнă.  Республикăри журналистсене регионта анчах мар, республика тулашĕнче те аванах пĕлнине çирĕплетнĕ.

Çак паллă кун, ĕçре хастарлăхпа палăрнисене, пысăк çитĕнӳсем тунисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Вĕсем: Людмила Смагина, Людмила Григорьева, Марина Иванова, Валерий Козлов, Фаргат Фахртдинов, Владимир Жебит, Николай Скок тата та ытти ентешсем те. 

Фоторепортаж



14 апреля 2017
17:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter