Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫветтуй Мӑнкун ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

 

Православи тӗнне ӗненекен мӗнпур ҫынна Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ – Ҫветтуй Мӑнкун ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫак аслӑ уяв пӗтӗм тӗнчене ырӑ ҫӗнтерни ҫинчен хыпарлать, ӗненекен кашни ҫын чӗрине чуна тасатакан ҫутӑпа тул­тарать. Вӑл савӑ­нӑҫпа шанчӑк парнелет, обществӑна нихӑ­ҫан ул­шӑнми хаклӑх­сем тавра пӗрлештерет, тӑнӑҫ­лӑхпа ҫу­ра­ҫу­лӑ­ха ҫирӗп­летме пулӑшать.

Иван Яковлев аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр пире ӗненӗве ша­н­­чӑклӑн упрама, Турӑ халалӗсене ҫирӗп пӑхӑнса пурӑнма пилленӗ. Хӑйӗн чӑваш халӑхне панӑ Халалӗнче вӑл ҫапла ҫыр­нӑ: «Турра ӗненсе пурӑнасси калама ҫук пысӑк япала – пуринчен ытла эсир ҫавна хытӑ тытса тӑрӑр. Ӗненӳ этемӗн ӑсне, кӑмӑлне ҫунатлӑлантарса ҫамӑллатать, чун пурнӑҫне канӑҫлӑх парать, лӑплантарать; инкек-синкек, хуйхӑ курнӑ вӑхӑтра чуна хӑ­ват парать; ӗҫсем ӑнса телейлӗ пурӑннӑ чух ӗненӳ чуна тасатать, ӑна ҫутатса тӑрать».

Ҫак ҫурхи уяв кунӗсенче сире пӗтӗм чунтан Мӑнкунӑн ҫутӑ са­вӑ­нӑҫне, ырлӑх, тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, малашлӑха шан­чӑк­лӑн пӑхма, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫлӑх тата Турӑ пу­лӑ­шӑвне туйма су­натӑп!

 

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                    Михаил Игнатьев



16 апреля 2017
08:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter