Палăртма кăмăллă, Мăнкун уявĕнче нимĕнле кăлтăк та, йĕрке пăснă тĕслĕхсем те пулман

 Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисемпе, Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлăва ирттернĕ.  Пухăннисем кану кунĕсенче иртнĕ Мăнкун уявĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă.

Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вячеслав Оринов докладра ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче çĕрле  Чăваш Республикинче мĕнпур чиркӳсенче Мăнкун уявне халалласа  кĕлĕсем иртнине палăртнă.  Пурĕ 175 чиркӳре 30 пин ытла çын пуçтарăннине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар  тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава Таса Татиана Православи чиркĕвĕнче пулнă. Вăл каçхине Чăваш Наци телекуравĕ халăха тӳрĕ эфирпа мероприяти пирки хыпарланă. Мăнкун уявĕччен маларах регионта мĕнпур хуласемпе районсенче тĕрлĕ мероприятисем: куравсем, ĕçлĕ субботниксем тата ыттисене те ирттернĕ.   Çынсем массăллă пуçтарăнакан вырăнсенче пурĕ Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствин 600 ĕçченĕ хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме сыхă тăнă. Кăçал Росгварди паттăрĕсем те  мероприятинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме хастар хутшăнни куçкĕретех.  Чи кирли, палăртма кăмăллă нимĕнле кăлтăк та, йĕрке пăснă  тĕслĕхсем пулман.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи пурнăç таппинче халăх кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен ырă енне улшăнса пынине, çĕршывра мĕнпур çынсем пĕр-пĕринпе килĕшсе туслă пурăннине каланă.

«Раççей Президенчĕ Владимир Путин Вырăс православи чиркĕвĕн витĕмлĕхне пысăка хурса хаклать.  Çемье туприне упраса çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пани чи пахи.  Тĕлли-паллисĕр асар-писер çынсене хамăр çывăха яма юрамасть. Халăхăн ыранхи куна шанса ĕненсе пурăнмалла.  Право хуралĕнче тăрăшакансене пурне те пысăк тав. Пирĕн малашне те çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн çине тăрса ĕçлемелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чиркӳн пысăк уявĕ пĕр кунпа çеç кăна вĕçленменнине асăрхаттарнă Вячеслав Оринов. Чиркӳсенче малалла та кĕлĕсем вулаççĕ, «Классика» Шупашкарти юрăçсен хорĕ тĕрлĕ савăнăçсем парнелĕ, Мăнкуна халалласа  фестивальсем пулĕç.

       



17 апреля 2017
13:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter