Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере ирттерекен канашлура ачасен сывлăхне çирĕплетекен лагерьсен ĕçĕ пирки чарăнса тăнă

 Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ  Юрий Исаев Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере ирттерекен канашлура ачасен сывлăхне çирĕплетекен лагерьсен ĕçĕ пирки кĕскен чарăнса тăнă. Кăçал çулла  ачасен канăвне кайма ирĕк паракан путевкăсене электронлă майпа çирĕп йĕркепе регистрацилесе пынине палăртнă.  Автоматика çине куçарнă тытăма йывăр ан лектĕр тесе, ятарлă ĕçе тăватă тапхăра пайласа ирттернине асăннă.

Программăн пĕрремĕш тапхăрĕпе Чăваш Республикинчи ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерствин халăха социаллă пулăшусемпе тивĕçтерекен центрсенче  ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче хута яма пуçланă.

Шупашкарта пурăнакан ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен ака уйăхĕн 8-мĕшĕнчен заявленисем йышăнма тытăннă. Паянхи куна илес пулсан пурĕ 4 пин ачана путевка парса тивĕçтернĕ. Шупашкарти лагерьсене кайма шăпăрлансем кăмăл туманни сисĕнет, 9-11 кунлăх путевкăсем ытлашшипех тăрса юлнине пĕлтернĕ министр.

Программăн виççĕмĕш тапхăрĕ ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçланнă.  Çак ĕçе Çĕнĕ Шупашкарти ачасене халалланă.

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа республикăри муниципалитетсенчен заявкăсене пуçтарма тытăнĕç. Çак ĕçе, паллах, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисем кĕмеççĕ.   Халлĕхе Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пурĕ 11 657 ача кану лагерьĕсенче хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултараççĕ.

«Ажиотаж текен пулăм пачах çук.  Ĕçе пĕтĕмпех планпа килĕшӳллĕн пурнăçласа пыраççĕ. 2403 путевка ирĕклĕ паянхи куна», - тенĕ министр. 

Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен Пуçлăхĕ муниципалитетсен ертӳçисемпе видеоканашлу ирттернĕ чухне,  кану лагерьĕсем валли укçа-тенкĕне 2016-мĕш çулхинчен кая мар уйăрса хăвармаллине асăрхаттарнăччĕ.  Тата çакна та палăртса хăвармалла, воспитательсен пĕлӳ шайĕ çулсерен ӳссех пымалла. Ачасемпе ĕçленĕ чухне тимлĕхе çухатма юрамасть.



17 апреля 2017
14:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter