Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн çемйипе – мăшăрĕ Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕ Иванпа хулари Таса Татиана Православи чиркĕвĕнче пулнă

 


Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче  çĕрле пинĕ пинĕпе православи тĕнне ĕненекенсем республикăри чиркӳсене кĕлĕ вулама, итлеме пухăннă. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн çемйипе – мăшăрĕ Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕ Иванпа хулари  Таса Татиана Православи чиркĕвĕнче пулнă. Христосăн Ҫутă Чӗрӗлӗвӗ – Ҫветтуй Мӑнкун ячӗпе  иртнĕ кĕлле итленĕ.

 Ҫак аслӑ уяв пӗтӗм тӗнчене ырӑ ҫӗнтерни ҫинчен хыпарлать, ӗненекен кашни ҫын чӗрине чуна тасатакан ҫутăпа тул­тарать. Вăл савă­нăçпа шанчӑк парнелет, обществӑна нихӑ­ҫан ул­шӑнми хаклӑх­сем тавра пӗрлештерет, тăнăç­лӑхпа ҫу­ра­ҫу­лă­ха ҫирӗп­летме пулăшать.

Мăнкун уявне Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕсем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ертӳлĕхĕ, депутатсем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Шупашкар хула пуçлăхĕ, хулари депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем тата та ытти çынсем пуçтарăннă. Ҫак Ҫветтуй уяв кунӗпе пурне те пӗтӗм чунтан Мӑнкунӑн ҫутă са­вă­нăçне, ырлăх, ҫураҫулăх, малашлӑха шан­чăк­лӑн пăхма, ҫирӗп сывлăх тата Турă пу­лă­шăвне туйма Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава пехилленĕ.  

Чăваш Наци телекуравĕ уявăн мероприятине  халăх патне тӳрĕ эфирта илсе çитернĕ.    

Фоторепортаж 



17 апреля 2017
09:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter