Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтересси

 Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлăва ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтересси.  

Михаил Игнатьев палăртнă программăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин  2012-мĕш çулта çу уйăхĕнче алă пуснă указĕпе килĕшӳллĕн пурнăçа кĕртсе пынине асăннă. «Чăваш Республикинче пурăнакан 13 пин çын çак программăпа килĕшӳллĕн хваттер илнĕ.  Пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту туллин тинех пурнăçланать.  Çурта кĕрсе вырнаçнисем кулленех РФ Президентне хăйсене çакăн пек хăтлă хваттерсене куçма витĕм кӳнĕшĕн кулленех ырă сăмахсем каласа тав тăваççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче. 

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов программăн тăваттăмĕш тапхăрĕпе виçĕ пин те тăватçĕр çынна хваттерпе тивĕçтерме тĕллев лартнине пĕлтернĕ.  Мĕнпур палăртнă халăх республикăри 8 муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчен. Хальхи вăхăтра программăн тăваттăмĕш тапхăрĕпе 100 çынна хăтлă хваттерсемпе тивĕçтернĕ, 829-шĕпе строительство ĕçĕсене пурнăçламашкăн муниципалитет контакчĕсене алă пусса çирĕплетнĕ. «Йывăрлăх кăларса тăратакан муниципалитетсем те пур-ха.  Шупашкар хулипе Çĕмĕрле районĕнче лару-тăру çăмăлах мар. Паянхи куна илес пулсан вĕсенче ĕç планпа килĕшӳллĕн пулса пырать. Программăна 2017 çулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех пурнăçласа пĕтермелле», - тенĕ Владимир Михайлов.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Ертӳлĕхĕпе Раççей Федерацийĕн Правительстви, РФ Строительство министерстви тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлассипе ĕçлекен фонд тачă çыхăнса ĕçленине кура, финанс тĕлĕшĕнчен пирĕн региона хушма пулăшу 323 млн та 270 пин тенкĕ куçнă.  

«Мĕнпур йышăнусене пĕтĕмпех пăхса хăварнă.  Ятарлă ĕçсене вăраха тăсса яма юрамасть, муниципалитетсене пулăшăва куçарса памалла. Пирĕн тĕп тĕллев – программăна вăхăтра  туллин пурнăçласси», - тесе чĕнсе каланă паянхи канашлура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Сăмаха май, подрядлă организацисен çитменлĕхĕсем пирки те чарăнса тăнă. Калăпăр, «Санар-строй» компани Йĕпреç районĕнче планпа килĕшӳллĕн ĕçлесе пыманни куçкĕретех. Паянхи куна та пурăнмалли çурт-йĕре хута яман. Вĕсен объекта пĕлтĕрех хăпартса пĕтермелле пулнă.  Ыйтăва малашне те çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă ятарлă службăсен ертӳçисене Михаил Игнатьев.

 



17 апреля 2017
16:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter