Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей шкул ачисен юхăмĕ» ятпа Шупашкарта иртнĕ регионти уйрăмĕн конференци ĕçне хутшăннă

 


Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  «Раççей шкул ачисен юхăмĕ» ятпа Шупашкарта иртнĕ регионти уйрăмĕн конференци ĕçне хутшăннă. Пухăннă хăнасем «Раççей шкул ачисен юхăмĕ» регионти уйрăмĕн пайне йĕркелесе янăранпа çулталăк çитнĕ ятпа ăшшăн саламланă.  Ачасене çамрăклах хăйсен тĕрĕс çул-йĕрне шыраса тупма вĕрентнĕшĕн, культура тата кăмăл-сипет туйăмне аталантарса пыма витĕм кӳнĕшĕн, йĕркелӳçĕсене пысăк тав сăмахĕсем каланă.   

«Пĕр картлашка çӳлерех хăпарнă тесе калама пулать сирĕн пирки. Раççей шкул ачисен юхăмне кура, сирĕн çĕнĕ çул-йĕрсем уçăлнă, шкулта вĕренсе пĕлӳ пухнисĕр пуçне, тавра курăм та анлăланса пыни куçкĕретех. Эсир районпа хула, республика, Раççей шайĕнче хăвăрăн пĕлӳ шайĕ пысăк пулнине кăтартса парайратăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Раççей ача-пăча юхăмĕн центр директорĕн çумĕ Дмитрий Поцелуев хăйĕн сăмахĕнче уява пухăннисене саламланă май, çапла каланă: «Çак организацине РФ Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ», - тесе пĕлтернĕ.   «Çитĕнекен ăру пуласлăх пирки лайăх ăнланать, çак юхăма кулленех ачасем кĕрсе пыни хăйех лайăх пулăм. Эпир сахал мар мероприятисем ирттеретпĕр. Чăваш Енри ачасем хапăл тусах çак мероприятисене хутшăнаççĕ. Республика Ертӳçине куншăн пысăк тав», - тенĕ вăл.    

Пухăннă яш-кĕрĕме Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Чăваш Енри ачасен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина, Шупашкар хула Пуçлăхĕ Ирина Клементьева, «Раççей шкул ачисен юхăмĕ» регионти уйрăмĕн председателĕ Виктор Алексеев саламланă.   

Программăпа килĕшӳллĕн, конференци ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раççейри ача-пăча юхăмĕн центр директорĕн çумĕ Дмитрий Поцелуев ертсе пынă.

Шупашкарти 37№-лĕ шкулта вĕренекен Семен Семенов Чăваш Республикинче «Позитивное ТВ» кăларăмсем хатĕрлеме сĕннĕ.  Шкул ачисемпе çыхăннă хыпарсене калăпласа яш-кĕрĕм патне илсе çитерме каланă.

«Пирĕн регионта пресс-центр йĕркелесе яма шухăшсем пур-ха. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене пулăшу кӳрессине шансах тăратпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Палăртнă проектсене пурнăçа кĕртме хатĕр пулнине пĕлтернĕ.   

Шупашкарта 57№-лĕ шкулта вĕренекен Анастасия Тарасова волонтерсен юхăмĕ республикăра çулсерен вăй илсе пынине пĕлтернĕ. Раççей шкул ачисен юхăмĕпе пĕрле «Утăм хирĕç» ыр кăмăллăх чупăвне йĕркеленине  пĕлтернĕ.  Çак мероприяти Чăваш Республикинче пурăнакансене пĕр чăмăра пухса пĕрлешме пулăшрĕ тесе каланă вăл.   

Патăрьелĕнче 1№-лĕ шкулта вĕренекен Зифа Ихакова «Эпир пĕрле» проект пирки чарăнса тăнă.  Çак пысăк ĕç сусăр ачасене пĕрлештерме, вĕсен йывăрлăхĕсене пĕрле татса пама пулăшнине асăннă. Конференци ĕçĕнче тĕрлĕ мероприятисем пулса иртнĕ. Кунта хутшăннă представительсем Кванториум ĕçĕпе те паллашнă.

Палăртса хăваратпăр, пурĕ Чăваш Республикинче пилотлă 30 площадка йĕркеленĕ, вĕсенче кулленех 10000 çын хăйсен ăсталăхĕсене туптать. 

Фоторепортаж



17 апреля 2017
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter