Раççей Федерацийĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче дипломатсен йышĕ умĕнче Чăваш Республикипе паллаштаракан презентаци пулать

 Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ канашлура Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче дипломатсен йышĕ умĕнче  Чăваш Республикипе паллаштаракан презентацийĕ пулассине пĕлтернĕ, ăна валли хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă.  Паянхи куна илес пулсан, пĕтĕмпе мероприятине ют çĕршывсен 96 представителĕсем хутшăнма кăмăл тунине каланă министр.

Аса илтерсе хăваратпăр, 2008-мĕш çулта çакăн йышши мероприятине ют çĕршыв  посольствисенчен 55 ытла представитель хутшăнма кăмăл тунă. Кăçалхи çул мероприятийĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, хутшăнма кăмăл тăвакансен йышĕ ӳсни çирĕплетет тенĕ Владимир Аврелькин.  Кунсăр пуçне вăл Шупашкарта ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Релейная защита и автоматизация электроэнергетических систем России» тата «РЕЛАВЭКСПО-2017» мероприятисем старт илессе каланă. Конференци ĕçне кăçал РФ регионĕсенчен пурĕ 200 хăна хутшăнма кăмăл тунине пĕлтернĕ. Ют çĕршывсенчен те представительсем пулассине çирĕплетнĕ.  



17 апреля 2017
15:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter