Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «РОССЕТИ» ПАО генеральнăй директорĕн пĕрремĕш çумĕпе, правлени членĕпе Роман Бердниковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «РОССЕТИ» ПАО генеральнăй директорĕн пĕрремĕш çумĕпе, правлени членĕпе Роман Бердниковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. 

Тĕнчери электротытăм енĕпе ĕçлекен чи паллă предприятипе Чăваш Республикинче малашне пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесе çыхăнусене аталантарасси пирки сӳтсе явнă.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче паянхи куна илес пулсан, пĕтĕмпе регионта электротехника енĕпе 40 предприяти ĕçленине пĕлтернĕ.  Вĕсем пурĕ 100 пине яхăн тĕрлĕ таварсем калăпласа кăлараççĕ. Палăртма кăмăллă, Раççей шайĕнче илес пулсан электротехника тытăмĕнче пирĕн республикăри предприятисен таварĕсем 40 процент ытла йышăнаççĕ.

«Раççейĕн пысăк инфратытăм проекчĕсене пурнăçа кĕртес ĕçре Чăваш Республикин электротехника енĕпе ĕçлекенсем активлă хутшăнни куçкĕретех.  Предприятисем калăпласа кăларакан таварсем импорта кулленех улăштараççĕ, пахалăхне илес пулсан  пирĕн тăрăхра калăпланакан хатĕрсем тата та лайăхрах пулни   никамшăн та вăрттăнлăх мар», - тенĕ Михаил Игнатьев

Роман Бердников  Михаил Игнатьева республика территорийĕнче «Релейная защита и автоматизация электроэнергетических систем России»  халăхсем хушшинчи наукăпа практика конференцине тата «РЕЛАВЭКСПО-2017» курава йĕркелесе ирттерме витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.  Регионта  асăннă пая упраса çĕнĕ кластер йĕркелесе хута янине ырланă тата çитменнине вăл питĕ ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртса хăварнă сумлă хăна. 

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳçĕсем «РОССЕТИ» ПАО хăш-пĕр уйрăм ыйтăвĕсене татса пама Чăваш Енри предприятисенчи специалистсене явăçтарасси пирки калаçса килĕшнĕ.  Пĕрле пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçлеме, малашнехи çул-йĕрсене палăртса хăварнă.

Аса илтеретпĕр, республикăри электротехника кластерне аталантаракан промышленноç предприятийĕсене аслă шкулсенчи ятарлă кафедрăсем пулăшу кӳрсе пыраççĕ, кадр ыйтăвĕсене те татса парас ĕçре вĕсен тӳпи пысăк.  

Фоторепортаж



18 апреля 2017
13:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter