Электроэнергетика пайĕнче ĕçлекен предприятисен форумĕ Чăваш Республикинче торжествăлла майпа уçăлнă

 Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Раççейĕн электроэнергетика тытăмĕсене релепе хӳтĕлесси, автоматизацилесси»  Пĕтĕм тĕнчери  наукăпа практика конференципе «РЕЛАВЭКСПО-2017» курав ĕçĕсем иртнĕ.

 Форум ĕçне пухăннисене чи малтан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Сăмаха май, регионта 2012 çулта «Чăваш Республикин çĕнĕлле ĕçлекен электротехника кластерĕ» Ассоциацине йĕркелесе янине палăртса хăварнă. Палăртма кăмăллă, паянхи куна çак пĕрлешӳре республикăри электротехника тытăмĕнчи 40 ытла предприяти пĕр чăмăра пухăнса  ĕçлет.  Чăваш Республикинчи промышленноç производствин пайĕнче вĕсен таварĕсем 20 процент йышăнаççĕ. «Çакăн йышши мероприятине йĕркелесе ирттерни – республикăри мĕнпур электротехника пайĕнче ĕçлекенсене пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тухăçлă ĕçлеме пулăшать. Импорта улăштарассипе те сахал мар вĕсем вăй хураççĕ.  Раççей Президенчĕ Владимир Путин лартнă тĕллевсене пурнăçлас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Чи пахи вара, Чăваш Республикинчи предприятисем тĕнче шайĕнчи организацисенчен пĕрре те кая мар», - тенĕ Михаил Игнатьев.

«РЕЛАВЭКСПО» форум пĕтĕмпе тăваттăмĕш хут иртет.  Çак тапхăр вăхăтĕнче мероприяти шайĕ ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар, электротехника тытăмĕшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ.  Куншăн эпĕ Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, регион ертӳлĕхне пысăк тав сăмахĕсем калатăп. Çакăн пек мероприяти  малашне тата та тарăнрах çул-йĕрсем шыраса тупма май парать. Шанатăп, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене вăхăтра татса пама паянхи форума пухăннисенчен паха сĕнӳсемпе шухăшсем кĕтетпĕр», - тенĕ  «РОССЕТИ»  ПАО генеральнăй директорĕн пĕрремĕш çумĕ, правлени членĕ Роман Бердников.

«РЕЛАВЭКСПО-2017» куравра тĕрлĕ пысăк технологиллĕ хатĕрсене вырнаçтарнă. Ертӳçĕсем пĕр-пĕрин паха опычĕсемпе паллашнă. Чăваш Енре ĕçлекен чаплă предприятисем: НПП «ЭКРА» ТМЯО, «ВНИИР» АУО, НПП «Бреслер» ТМЯО, «Релематика» ТМЯО, «ЧЭАЗ» АХОсем хăйсен пахалăх енчен çӳллĕ шайри таварсемпе пурин кăмăлне те çĕкленĕ.   Кăçал форум ĕçне Раççейри 34 субъектран 200 ытла çын хутшăннă.  Мероприяти Чăваш Енре ака уйăхĕн 21-мĕшĕччен пырать. 

Фоторепортаж



18 апреля 2017
16:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter