Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоконференцине хутшăннă

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ирттернĕ видеоконференцине хутшăннă.

Палăртнă ĕçре Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, çул-йĕр тата транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов,  строительство министрĕ Владимир Михайлов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Чепрасова пулнă.  

Кун йĕркинчи тĕп ыйту – регионсенче çул-йĕр валли уйăрнă укçасемпе пĕлсе тĕрĕс усă курасси, инфратытăма аталантарма комплекслă программăсене тĕпе хурса тĕрĕс контрактсене туса йĕркелесси.   

«Приоритетлă программăпа килĕшӳллĕн,  кăçал пурĕ 5 пин çухрăм çулсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттерме, реконструкцилеме тата çĕнĕрен сарса хута яма палăртнă», - тесе пĕлтернĕ Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев.    

Çак ĕçсене пурнăçлама пуçланă та.  Премьер-министр халлĕхе регионсене 30 млрд уйăрса панине асăннă.  «Пулăшăва субъектсенче муниципалитетсене вăхăтра тата туллин куçарса памалла.  Конкурссем ирттерме палăртса хунă. Ĕç хĕрӳ пырать», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  

«Хальхи пурнăç таппинче коммуникацисемпе те пĕлсе тĕрĕс ĕçе йĕркелесе пымалла. Кашни çынăн хăй пурăнакан вырăнсенче юсав ĕçсен графикне вăхăтра пĕлмелле, кирек-епле ĕçе те тĕрĕслемелле», - тенĕ. 

Раççей Правительствин Председателĕ регионсене кашни ĕçе планпа йĕркелемеллине асăрхаттарнă.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Çул-йĕр фондне 2017 çулта тĕрлĕ çăлкуçсенчен пурĕ 5 103,2 млн тенкĕ пăхса хăварнă.  Çак укçасене республикăри районсемпе хуласенчи çулсене тирпейлесе сарма уйăрнă.  Пирĕн республикăна «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» федераци программине кĕртсе хăварнă. Проект тĕллевĕсем чăннипех пысăк: капиталлă юсав ирттерсе, çулсене пăхса тăрассине çĕнĕ шая çĕклесе пысăк хуласен агломерацийĕсенчи çулсене норма шайне çитермелле. Кăçал федераци хыснинчен республика 635 млн тенкĕлĕх пулăшу илет.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура та çак ырă хыпар пирки каланăччĕ.  Программăпа килĕшӳллĕн регионта 506 çухрăм автомашина çулĕсене тирпейлеме тĕллев лартнă. Енчен те çак ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртсен, çулсем çинче пулнă инкексен шучĕ 85 процента çити чакма пултарасси куçкĕретех.



18 апреля 2017
15:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter