Паян Чăваш Республикинче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Палăртса хунă ятарлă информаци ушкăнĕсем республикăри районсемпе хуласене çитсе килнĕ, халăхпа тĕл пулса вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки пĕлнĕ.

 Ку хутĕнче информаци ушкăнĕсен членĕсем çынсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016-мĕш çулхи ĕç кăтартăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем пирки тĕплĕн каласа панă.  Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2012-мĕш çулта çу уйăхĕнче кăларнă указсем те кун йĕркинче, кăçалхи çул пĕрремĕш кварталта йĕркеленĕ ĕçсем пирки тĕплĕн паллаштарнă.

 Паянхи кун çурхи уй-хир ĕçĕсем те  питĕ актуаллă. Вĕсене йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене те сӳтсе явнă. Тавралăха тирпей-илем кӳртес, йывăç-тĕмсем лартса хăварас ĕçсем  çинчен те пӳпленĕ.

Пурĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче республикăра 350 тĕлпулу ирттернĕ, вĕсенче пĕтĕмпе 8,5 пин çын хутшăнннă.

Çак кун информаци ушкăнĕсен ертӳçисем тата членĕсем халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе  йышăннă.   Ку хутĕнче 200 çын хăйсен шухăшĕ пирки республикăран килнĕ ертӳçĕсене каласа кăтартнă. Халăха ытларах ялсенче клубсем çĕклесе лартасси, çулсене тирпейлесе тытса тăрасси, медицинăн пысăк пахалăхлă пулăшăвĕсемпе усă курасси ыйтусем кăсăклантарнă.

 



19 апреля 2017
08:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter