Вĕрентӳ учрежденийĕсем ĕçпе тивĕçтерекенсемпе тачă çыхăнса ĕçленин ыйтăвĕсемпе çавра сĕтел мелĕпе уçă калаçу ирттернĕ

 


Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Çул-йĕр тата автомашина техникин Мускаври университечĕн  ФГБОУ ВО Атăлçи филиалĕн базинче аслă шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулнă. Вĕрентӳ учрежденийĕсем ĕçпе тивĕçтерекенсемпе тачă çыхăнса ĕçленин ыйтăвĕсемпе çавра сĕтел мелĕпе уçă калаçу ирттернĕ.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту – аслă шкултан вĕренсе тухакансене пахалăхлă пĕлӳпе тивĕçтересси. Çамрăк специалистсен витĕмлĕхне паянхи рынокра ӳстерсе пырасси. Ку хутĕнче уçă калаçăва ВУЗра аслă курсра вĕренекенсем, учрежденирен вĕренсе тухнă специалистсем, влаç органĕн представителĕсем тата çул-йĕрпе транспорт комплексĕнче вăй хуракансем пуçтарăннă.   

Тĕплĕ калаçăва уçнă май, Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче çамрăк яш-кĕрĕме аталанса пыма миллионшар укçа-тенкĕ тăкакланнине пĕлтернĕ. Професси шайне ӳстерме май паракан тĕрлĕ центрсем хута кайнине асăннă.  Сăмаха май, ырă тĕслĕхсем пирки те чарăнса тăнă. Калăпăр, регионта электротехника кластерĕ çирĕп аталаннă. Кунти специалистсен шайĕ пысăк пулни пурне те тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерет. Малта пыракан предприятисенче кадр ыйтăвне çителĕклĕ таран татса пани куçкĕретех. Шăпах та, çак ĕçре аслă шкулсен витĕмлĕхĕ çав тери пысăк пулнине асăнса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.  

«Çамрăк ăрăва аталанса пыма, вĕсене валли кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратасси  яланах Чăваш Республикин Правительствин тĕп приоритечĕсенчен пĕри шутланнă.  Эпир аслă шкулсемпе, ĕçпе тивĕçтерекен организацисемпе, предприятисемпе яланах тачă çыхăнура.  Промышленноç предприятисем уйрăмах çак ĕçсенче хастар. Кадр ыйтăвĕсене татса пама мĕн кирлине пĕтĕмпех йĕркеленĕ. Пире пур тытăмсенче те  паян паха, маттур, ăста специалистсем кирлĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Паянхи пурнăç таппинче  çул-йĕрпе транспорт пайĕнче студентсем питех те кирлине уйрăммăн палăртса каланă.  Чăваш Республикинче Çул-йĕр фондне йĕркелени регионти объектсене вăхăтра тирпейлесе пыма пулăшать. Бюджетра та сахал мар укçа пăхса хăварнă. 2012-2016-мĕш çулсенче пурĕ Чăваш Республикин Çул-йĕр фондĕнчен 12 млрд 702 млн тенкĕ тăкакланă.  Кăçалхи çул çак фондра  çулсене сарма, тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттерме пурĕ 5 млрд 103 млн тăхса хăварнă.  Республикăра кăçал 297 çухрăм çула тĕпрен юсама, 104 çухрăм çĕнĕрен сарма, 260 çуртсем таврашĕнчи тата вĕсем патне илсе çитерекен çулсене тирпейлеме май парать.

«Раççей, Чăваш Ен пуласлăхĕ – çамрăк ăруран та сахал мар килет. Кашни çынăн хăйĕн çемйи, тăван республика ырлăхĕшĕн тăрăшмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

МАДИ Атăлçи филиалĕн директорĕ Наталья Евсюкова хăйĕн сăмахĕнче аслă шкул регионти предприятисемпе тачă çыхăну тытса ĕçленине палăртнă.

«Упрдорприкамье» ФКУ филиалĕн директорĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Филипп Ходаев студентсене хăйсем патне практика ĕçне йыхравланă.   

Чăваш Енри шалти ĕçсен министерствин ГИБДД управленийĕн пуçлăхĕ  Владимир Романов çул-йĕрсем çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă, паха специалистсене ытларах хатĕрлеме чĕнсе каланă.

Республика Пуçлăхĕ студентсен ыйтăвĕсем çине хурав панă, çамрăксемпе çыхăннă патшалăх программисем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.

«21 регион» студентсен строительсен отрячĕн ертӳçи Михаил Кулебяев хăйĕн сăмахĕнче вĕсем кулленех Питĕрте, Мускавра тĕрлĕ объектсене çĕклесе лартма пулăшу кӳнине асăннă. Хамăрăн республикăра та çак ĕçсене пурнăçлама вĕсен ушкăнĕ хатĕр пулнине пĕлтернĕ.

Активлă çамрăксен пуçарăвĕсене Михаил Игнатьев ырланă, малашне те пысăк тĕллевсем лартса вĕсем патне ăнтăлма чĕнсе каланă, пурнăçа тĕрĕс çул шыраса тупма сĕннĕ. 

Фоторепортаж 



19 апреля 2017
17:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter