Чăваш Енре шкул ачисем хушшинче волейбол выляссипе чемпионатăн финал вăййисем иртнĕ
Шкул ачисем хушшинче волейбол выляссипе финал вăййисем иртнĕ. Чăваш Енри чи маттур та хастар спортпа туслă яшсемпе хĕрсем суперкубока çĕнсе илессишĕн çивĕч тупăшнă. Ăмăртусем Шупашкарти маунтибайк центрĕнче иртнĕ.
Финал пайне курма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Раççейри ача-пăча фончĕ» регионти уйрăмĕн председателĕ Юрий Кислов, Чăваш Енĕн спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Эльвира Матренина, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă. Хĕрӳ ăмăртусем вĕçленнĕ хыççăн, сумлă хăнасем спортра мала тухнисене наградăсем парса хвахалантарнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак асăннă турнир шкул ачисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Ушкăнпа вылякан ăмăртусем çынăн кăмăл-туйăмне çирĕплетсе вăйлатма пулăшаççĕ. Пĕрне пĕри туйма, ăнланма вĕрентеççĕ. Çаксем пĕтĕмпех ырă ĕçсем - çитĕнӳсем патне ăнтăлма пулăшаççĕ, тĕрĕс çул-йĕр шыраса тупма витĕм кӳреççĕ», - тенĕ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, йĕркелӳçĕсене, тренерсене, ашшĕ-амăшĕсене çак ĕçсене хастар кӳлĕннĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Çамрăксене малашне те çитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ. «Спорта çӳресе хăвăрăн сывлăхăрсене çирĕплетĕр, савăк кăмăл пĕрне пĕри парнелĕр, пĕр-пĕринпе туслă пулăр, юлташсем тупма тăрăшăр», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Раççейри ача-пăча фончĕ» регионти уйрăмĕн председателĕ Юрий Кислов çак ăмăртусене пуçарса яраканĕсенчен пĕри. Вăл спорта Чăваш Енри чи аякра вырнаçнă ялсенчен те çамрăксем хапăл тусах волейбола хутшăннине палăртнă. «Кăçалхи вĕренӳ çулĕн тапхăрĕнче волейбол ăмăртăвне пурĕ 16,7 пин яш-кĕрĕм хутшăннă. Маларах çак турнир муниципалитетсем шайĕнче кăна иртнĕ пулнă. Каярах регион шайне кăларса, финал ăмăртăвĕсене йĕркелеме пуçланă. Шкул ачисем хушшинче ирттернĕ ăмăрту пурне те пĕр чăмăра пухса туслă пурăнма хистет. Кун пек чухне çитĕнӳсем тума та ахăртнех çăмăл», - тенĕ Юрий Кислов.