Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн консультаци комиссийĕн ĕç ушкăнĕн ларăвне хутшăннă

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн консультаци комиссийĕн членĕ пулнă май, Мускавра РФ Патшалăх канашĕн ларăвне хутшăннă.  Ку хутĕнче анлă ĕçе пухăннисем РФ хальхи пурнăçра регионсенче промышленноç политики конкурентлăрах пултăр тесе, Раççейри субъектсенче инвестици илĕртӳлĕхне ӳстересси ыйтусем тавра канашланă.  

Палăртса хăваратпăр, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн консультаци комиссийĕн йышĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Кун пирки 2016 çулта юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин палăртнă ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ.  Çак асăннă комисси РФ Патшалăх канашĕпе унăн Президиумне чи актуаллă ыйтусене татса парас ĕçре пысăк витĕм кӳрет, тĕрлĕ сĕнӳсемпе пулăшать.

Ку хутĕнче ларăва видеоканашлу мелĕпе ирттернĕ.  Чăваш Республикинчен палăртнă мероприятине регион Пуçлăхĕпе пĕрле çакăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн пулăшуçи, РФ Патшалăх Канашĕн секретарĕ Игорь Левитин хăйĕн сăмахĕнче РФ субъекчĕсенче промышленноç политикине аталантарма çĕнĕрен те çĕнĕ çул-йĕрсем пăхса тухмаллине,  пысăк технологисене вăй илтермеллине, çĕнĕ технологи центрĕсене уçмаллине, регионсем хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене анлăрах сармаллине палăртнă.  

Игорь Левитин Раççей Президенчĕ асăрхаттарнă ыйтусем пирки те чарăнса тăнă.  Регионсенче калăпланса тухакан таварсене хăйсен территорийĕсенче кăна вырнаçтарни çителĕксĕр тесе каланă.  Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Правительствин Председателĕпе Дмитрий Медведевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ чухне çĕршыв экономикине паянхи пурнăç таппипе тӳр килтерсе пымаллине асăннă.  Уйрăмах пысăк технологине аталантармалли çинчен палăртса хăварнă.  Çапах та çак ĕçсене тĕпрен пурнăçлас пулсан, инвестици явăçтармалла, унсăрăн ыйту вăрах пурнăçа кĕрсе пырĕ тесе каланă Раççей Президенчĕ. 

Хальхи вăхăтра Раççейре пуçаруллă пысăк проектсем пурнăçа кĕреççĕ,  25 млн халăх валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленесси те куçкĕретех.  Кун пирки Игорь Левитин çирĕплетсе каланă. Ĕç тухăçлăхне ӳстерме май паракан приоритетлĕ проект палăртса хунă. Регионсенчи промышленноç пайне витĕм кӳме тĕрлĕ майсем шыраççĕ. «Палăртма кăмăллă, юлашки çулсенче РФ регионсем тулашри инвесторсемпе курăмлă ĕçлесе пыраççĕ. Административлă барьерсем те чакарассипе сахал мар ĕçлеççĕ», - тенĕ Игорь Левитин. Ларăва пухăннисене пĕр-пĕрин паха опычĕсемпе паллашма чĕнсе каланă.  Актуаллă ыйтусене татса пама ырă тĕслĕхсене тĕпе хума сĕннĕ.  

Ларура РФ субъектсен ертӳçисем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта ĕç климатне ӳстерсе пырассипе çине тăрса ĕçленине каланă, ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă.  Чăваш Республики икĕ çул хушши Раççейре Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕпе чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан вунă регион шутĕнче тăрать. Республикăн тĕп çитĕнĕвĕ промышленноç пайĕн аталанăвĕн кăтартăвĕ. 2016 çулта промышленноç производствин калăпăшĕ 107,6 процентпа танлашнă. Регионта хими пайĕ, электроэнерги, электротехника, апат-çимĕç таварĕсен калăпăшĕ те çулран çул ӳссех пырать.  Пĕр сăмахпа каласан, Чăваш Ен курăмлă аталанса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. 



20 апреля 2017
17:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter