Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне Варнавăна Çуралнă кун ячĕпе саламланă

  Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне Варнавăна Çуралнă кун ячĕпе саламланă.

Православи тĕнне çирĕп тытса пырас ĕçе пысăк витĕм кӳнĕшĕн, нумай çул хушши тӳрĕ кăмăлпа Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа Турăна пăхăнса пурăннăшăн, чиркӳсене аталантарас ĕçе яваплăха туйса ĕçленĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Социаллă ыйтусене, тĕрлĕ халăхсен хушшинчи çыхăнăва тĕрĕс-тĕкел тытса пырас ĕçре, килĕшӳлĕхпе çураçулăхра Владыкăн пархатарлăхĕ пысăк пулнине асăннă.   

«Эсир, чăннипех те республика  аталанăвĕнче  пысăк тӳпе хыватăр.  Халăха тĕне ĕненсе пурăнма вĕрентетĕр, вĕсен кăмăл-сипет туйăмне ырă енне улăштарса пыратăр.    Сире малашне те сывлăхлă пулма, Турă пехилĕ çитсе пытăр», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Митрополит Варнава хăйне çакăн пек ырă сăмахсем каласа тав тунăшăн республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева каялла Турă Сире те пулăштăр тенĕ.   Регионта пурăнакансен ырлăхĕшĕн таса чунпа, тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн мухтанă.

Паян, çак паллă кун, ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов тата ытти официаллă çынсем саламланă.

Фоторепортаж



21 апреля 2017
16:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter