Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев республикăри район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

 


Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев республикăри район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.  Кун йĕркине икĕ çивĕч ыйту кĕртнĕ. Вĕсенчен пĕри – муниципалитетсенче бизнеса аталантармалли «çул-йĕр картти» тата  РФ субъекчĕсенче инвестици илĕртӳлĕхне вăй илтермелли мел.    Юрий Васильев çавра сĕтел мелĕпе йĕркеленĕ тĕплĕ калаçăва уçнă май, чи малтан Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен кунĕ ячĕпе пухăннисене саламланă. Предпринимательлĕх тытăмне паянхи пурнăç таппинче пысăк тимлĕх уйăрни çав тери пĕлтерĕшлĕ тесе асăнса хăварнă.  «Бизнес тата влаç пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тухăçлă ĕçлесен республика та муниципалитет та ăнăçлă аталанĕ.  Муниципалитетри влаçăн бизнеса аталантарас ĕçре чăрмав кӳмелле мар.  Чи малтанах çак сферăри пая вăй илтерме пулăшмалла», - тенĕ Юрий Васильев.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин  калаçнă.  Вăл чи малтанах, Раççей Президенчĕ Владимир Путин сăмахĕсене аса илнĕ. Кашни муниципалитетра, регионта инвестици климачĕ еплерех пулса пынишĕн территорийĕнчи ертӳçĕ яваплă тесе каланă. РФ Наци рейтингĕнчи пысăк çитĕнĕве упраса хăварассишĕн малашне те çине тăрса ĕçлемеллине палăртнă министр.  Çакă тĕп тĕллевсенчен пĕри пулмаллине каланă.

 Тепĕр пысăк ыйту пирки те чарăнса тăнă. Предпринимательлĕх пайĕнче ĕçлекенсене сахалтарах тĕрĕслевсем ирттермеллине, мĕнпур çĕнĕлĕхсене вăхăтра пĕлтерсе тăмаллине асăннă.  Сăмаха май, «çулсен карттине» çирĕп тĕрĕслесе пурнăçа туллин кĕртсе пымаллине, çак ĕçе муниципалитетсен ертӳçисен тĕрĕслемеллине каланă. 

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов строительство ĕçĕсене вăраха тăсас мар тесессĕн, çĕрпе çыхăннă ыйтусене  кирлĕ пек шайра татса пама чĕнсе каланă. Пулать тепре чухне – çак ыйтăва кирлĕ пек пурнăçламаннишĕн, объектсем вăхăтра пурнăçа кĕменни те.

 Федерацин патшалăх шута илĕвĕн, кадастрпа картографи службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçи Екатерина Карпеева «çулсен картти» проектăн хăш-пĕр ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ мĕнпур ыйтусене ертӳçĕсем тĕплĕн пăхса тухса тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.

Фоторепортаж



21 апреля 2017
15:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter