Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлани

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата муниципалитет службин ветеранӗсем!

Уяв ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Эсир халӑха ҫывӑхарах тӑракан влаҫ сыпӑкӗ шутланатӑр. Ҫын­сем пу­рнӑҫра хӑйсене мӗнлерех туясси, территорисен инфратытӑмĕпе эко­­­но­­­­­­ми­кине аталантарасси, тирпей-илем кӗртес ыйтӑвӗсене тат­са парасси, пу­рӑнма хӑт­лӑ майсене малалла лайӑхлатасси ытларах чух­не шӑ­­пах си­рӗн ӗҫ тухӑҫлӑхӗнчен килет.    

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем Чӑваш Ен Правительствипе пӗр­­­ле пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ, пӗрлехи вӑйпа эпир хамӑрӑн хуласемпе район­­сене тата та тирпейлӗрех, илӗртӳллӗрех тума тӑрӑ­шат­пӑр. Ку енӗ­­пе фе­де­раци, республика тата муниципалитет прог­­раммисем пы­­­­­­сӑк ви­тӗм кӳ­реҫ­ҫӗ. Республикӑра ача сачӗсемпе шкулсем, фельдшер­па аку­шер пун­­­­­к­чӗсем, ялсенче клубсем тӑвас тата юсаса ҫӗ­­нетес ӗҫ ла­йӑх пы­­рать, юрӑхсӑра тухнӑ ҫурт-йӗр фон­дӗнчен ҫы­н­­сене урӑх вырӑна пу­рӑн­­­­­­­­­­ма куҫа­р­ассипе, нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсассипе ҫы­хӑн­­нӑ прог­рам­­мӑ­сем, экологи проекчӗсем йӗркеллӗн пур­нӑҫла­наҫҫӗ, кар­ти­ш­се­­не тирпей-ил­ем кӗртес, ҫул-йӗре тата пырса кӗ­мелли ҫул­се­не юс­ас ӗҫ­сем те аван пы­раҫҫӗ.              

Ҫав ырӑ пулӑмсене пула юлашки пилӗк ҫулта пурнӑҫ тӑрш­­­­­­шӗ ви­ҫӗ ҫул ҫурӑна ҫити пысӑкланчӗ. Нумай ачаллӑ ҫе­мьесен шучӗ, 2012 ҫул­­­­хи­пе танлаштарсан, чӗрӗке яхӑн ӳсрӗ – 2017 ҫул пуҫламӑшӗ тӗл­не 11,5 пи­не ҫитрӗ. Чӑваш Ен Раҫҫей Федера­цийӗн инвестици илӗр­тӳлӗ­хӗпе тата эко­логин лайӑх лару-тӑрӑвӗпе палӑрса тӑра­кан субъек­чӗсен шутне кӗчӗ.

Пирӗн тата нумай ӗҫ тумалла. Пӗрле эп­ир палӑртса хунӑ пӗтӗм тӗл­леве Чӑ­ваш Енре пурӑнакансен ырлӑ­хӗ­шӗн ӑнӑҫлӑн пурнӑҫ­ласса шан­­­са тӑ­­­­­­ра­тӑп.

Сире чун-чĕререн ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, пӗтӗм ырӑ пуҫарура тата муниципалитетсенче пурӑнакансен пултаруллӑ шухӑшӗсене пур­нӑ­ҫа кӗртес ӗҫре ҫи­тӗнӳсем сунатӑп!

 

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                  Михаил Игнатьев



21 апреля 2017
14:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter