Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсене торжествăлла майпа саламланă

 


Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятине хутшăннă. Палăртнă уяв Чăваш патшалăх филармонийĕнче пулнă.  Мероприятине Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем,  республикăри мĕнпур хуласемпе районсенчен ятарлă представительсем килсе çитнĕ.

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чи малтанах пухăннисен саламланă май, халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстерсе пырассишĕн çине тăрса ĕçлекенсене пурне те тав сăмахĕсем каланă, професси уявĕ ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме май панине асăннă. Пуласлăх валли те тĕллевсене палăртса хума питĕ меллĕ тесе каланă. Пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçлесе пынине кура, çитĕнӳсем те сахал мар тенĕ. Калăпăр, РФ Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе Чăваш Республики 85 субъект хушшинче хисеплĕ 6-мĕш вырăнта тăнине пĕлтернĕ.  

«Нимĕнле йывăрлăхсем те пире чăрмав кӳреймĕç. Эпир çитĕнекен яш-кĕрĕме аталанса тĕрĕс çул-йĕр шыраса тупма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăрататпăр. Кулленех регионта пысăк технологи вăй илсе пырать, çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 Раççей Правительстви, регион ертӳлĕхĕ  пулăшу панине кура, Шупашкарти тракторсен завочĕн шăпи ырă енне улшăнса пыни куçкĕретех.  2016 çулта раштав уйăхĕнчен пуçласа кăçал нарăс уйăхĕччен заводăн чи пысăк парăмĕсене саплаштарса ĕлкĕрнĕ. Палăртма кăмăллă, кăçал ака уйăхĕнче Внешэкономбанк вĕсене 1,9 млрд тенкĕлĕх финанс тĕлĕшĕнчен кредит пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ.  Чăваш Енре пурăнакан 8,5 пин çын хăйсен ĕç вырăнне упраса хăварнă.  2017-мĕш çулта халăх валли 1,2 пин  ĕç вырăнĕ хатĕрленнĕ.  Ятарлă программăпа килĕшӳллĕн, Канашра инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ.  Объектсене хута яма 8,7 млрд тенкĕ тăкаклама палăртнă. Халăх валли 1,5 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрленесси те паллă. Республикăри монохуласенче пĕтĕмпе çынсене валли 2018-мĕш çул тĕлне 6 пин ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ,  10 млрд тенкĕлĕх инвестици явăçтарма палăртса хунă. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлесе хисеплĕ канăва тухнă ветерансене уйрăммăн пысăк тав сăмахĕсем каланă. Республика аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн ырланă. «Влаçри çынсен халăх валли тăрăшмалла.  Тавралăха тирпей-илем кӳртессипе çыхăннă ыйтусене çынсемпе пĕрле канашласа кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.  Паянхи пурнăç таппинче çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăнине каланă вăл сăмаха малалла тăсса. 

 Чăваш Енри муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн Правленийĕн председателĕ, Элĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов хăйĕн докладĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене тухăçлă ĕçленĕшĕн ырланă, патшалăх политикине тĕрĕс тытса пырас ĕçре пысăк витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.  Вырăнти хăй тытăмлăх органӗсем Чӑваш Ен Правительствипе пӗрлехи вăйпа хуласемпе район­­сене тата та тирпейлӗрех тунине каланă. Ку енӗ­­пе, паллах,  фе­де­раци, республика тата муниципалитет прог­­раммисем пы­­­­­­сăк пулăшу панине асăннă. Республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева ырласа тав сăмахĕсем каланă.

 Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетсенче вăй хуракансем халăхпа çывăхрах тăнине каланă. Çынсем пурнăçра хăйсене мĕнлерех туясси, экономикăна аталантарасси, пурăнма хăтлă майсене малалла лайăхлатасси ытларах чухне шăпах та вĕсенчен нумай килнине каланă вăл.

  Яланхиллех ĕçре çитĕнӳсемпе палăрнисене уявра патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

Фоторепортаж



24 апреля 2017
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter