Чăваш Республикин экономика потенциалĕ пирки хатĕрленĕ презентаци ĕçне РФ ют çĕршыв ĕçĕсен Министрĕ Сергей Лавров хутшăнать

Презентацине çакăн пекех РФ Патшалăх канашĕн представителĕсем, РФ Патшалăх Думин членĕсем, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçлекенсем, культура, искусство ĕç-хĕлĕнче вăй хуракансем, Раççей тата ют çĕршывсенчи тĕрлĕ ăсчахсем хутшăнма кăмăл тунă.  

Чăваш Республики пирки хатĕрленĕ анлă презентацине Раççей МИДчĕн Йышăну  çуртĕнче ирттерме палăртнă.  Палăртрăмăр ĕнтĕ, асăннă ĕçе Раççей Федерацийĕн ют çĕршыв ĕçĕсен Министрĕ Сергей Лавров тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнать.  Кунсăр пуçне паллă мероприятине ют çĕршывсенчен 96 делегат килсе çитесси пирки пĕлтернĕ.

РФ МИДчĕн официаллă представителĕ Мария Захарова хăйĕн сăмахĕнче РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерстви 2007-мĕш çултан пуçласа Раççейри субъектсене кирлĕ пек пулăшусем парас тĕлĕшпе, çакăн йышши мероприятисене йĕркелесе ирттерме витĕм кӳрсе пынине пĕлтернĕ. Ют çĕршывсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме, бизнес-пĕрлешӳсене аталанса пыма условисем хатĕрленине асăннă. Министерство халлĕхе РФ субъекчĕсемпе: Владимир, Челябинск, Омск, Тюмень облаçĕсемпе тата Кăнтăр Урал презентацийĕсене йĕркелесе ирттерме те ĕлкĕрнĕ.    

«Паян, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин презентацийĕ иртет.  Мероприятийĕн тĕллевĕ – регионăн инвесторсем явăçтарассипе йышăннă планĕпе паллаштарасси, ют çĕршывсенчи бизнес-пĕрлешӳсене аталантарма йышăннă условисем пирки каласа кăтартасси тата ытти те», - тесе пĕлтернĕ Мария Захарова.  Вăл регионăн перспективлă проекчĕсем пирки те чарăнса тăнă, ĕçсене пурнăçа кĕртме ют çĕршывсенчен те представительсем витĕм кӳме пултарассине каланă.

Культура пайĕнче регионпа тĕплĕн паллашма май пулĕ. Паллă çынсемпе, Чăваш Республикине аталантарса пысăк витĕм кӳнисем çинчен тĕрлĕ куравсем хатĕрленĕ. Хăнасем чăвашсен тутлă апат-çимĕçпе сăйланма, кĕпе-тумтирĕпе, вĕсен тĕррисен вăрттăнлăхĕсем пирки те пĕлме пултараççĕ тесе пĕлтернĕ çӳлерех асăннă министерствăра. 



24 апреля 2017
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter