Учительсен конкурсĕнче финала тухнисене торжествăлла майпа чысланă

Учительсен конкурсĕнче финала тухнисене торжествăлла майпа чысланă. Савăнăçлă мероприятине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. 

Хăйĕн ум сăмахĕнче республика Ертӳçи педагогика ĕçченĕсене пысăк çитĕнӳсемпе палăрнăшăн, чи паха опытлисене мала тухнă ятпа саламланă. Регион Пуçлăхĕ  малашне те Правительство учительсем валли условисем йĕркелесе парас ĕç çине тимлĕх уйăрассине шантарнă.

«Пирĕн тĕллев – çитĕнекен ăрăва кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен лайăх воспитани парса çитĕнтересси.  Ачасем тарăн пĕлӳ илччĕр тесе вĕсем валли условисем йĕркелесе тăратасси. Яш-кĕрĕме спорта явăçтарасси, пултаруллă ачасен ăсталăхне ӳстерме пулăшасси, Чăваш Енĕн паттăр ачисем пулма витĕм кӳресси», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чи пысăк çитĕнӳсем пирки те чарăнса тăнă, пирĕн регионăн кăтартăвĕсене федераци шайĕнче пысăка хурса хакланине, паха опыта ытти регионсем тĕпе хурса ĕçленине пĕлтернĕ. Ачасем республика, федераци шайĕнче тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерӳсемпе палăрни те  пысăк çитĕнӳ пулнине палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. 

Çак кун уява пухăннисене Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Ирина Клементьева тата ытти официаллă хăнасем ăшшăн саламланă.  Çулталăк учителĕ ята Çĕрпӳ районĕнче пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 2-мĕш №-лĕ шкулта историпе вĕрентекен Лариса Семенова тивĕçнĕ.  Çулталăк воспитателĕ ята Шупашкарти 178-мĕш №-лĕ ача садĕнче ĕçлекен Наталия Машанова  çĕнсе илнĕ.  

Çулталăкри вĕрентекен ята тивĕçнĕ Лариса Семенова хăйĕн сăмахĕнче республика ертӳлĕхне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă, педагогсен пĕрлешĕвĕ  регионта учительсене ĕçлеме кирлĕ пек мĕнпур условисем хатĕрлесе тăратнăшăн, професси шайне те ӳстерсе пыма меллĕ майсем йĕркелесе панăшăн тав тунă.    

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче çак конкурса 1992-мĕш çултан ирттерме тытăннă. 

Кăçал конкурса пурĕ 26 вĕрентекен хутшăннă.  Конкурс тапхăрĕнче учительсем уçă уроксем панă, тĕрлĕ мероприятисем ирттерсе хăйсен ăсталăхне кăтартма пултарнă.  Чи пысăк награда – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн премийĕ, мала тухса, Çулталăк учителĕ ята тивĕçсе  150 пин тенкĕ илнĕ.  Çулталăк воспитателĕ ята тивĕçнине çĕр пин тенкĕ парса чысланă, ытти номинацирисене  мала тухнисене алăшар пин парса хисеп тунă.

Фоторепортаж



24 апреля 2017
08:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter