Тĕнчери 90 çĕршывран ятарлă представительсем Раççей Федерацийĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче иртнĕ Чăваш Республикин презентацийĕпе паллашнă

 Тĕнчери 90 çĕршывран  ятарлă представительсем ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче иртнĕ Чăваш Республикин презентацийĕпе паллашнă. Сумлă хăнасем республикăн çитĕнĕвĕсене курса ĕненнĕ, чăвашсен кĕпе-тумтирĕпе, йăли-йĕркипе кăсăкланнă, «Çавал» ушкăнăн юрри-ташшине курса хĕпĕртенĕ, тутлă апат-çимĕçĕпе сăйланнă. 


Доминиканск Республикин Посольствин советникĕ Антонио Нина КАБРЕРА Чăваш Республикине çапла хакланă: «Çав тери кăсăклă презентаци. Чăваш Ен пирки сахал мар ыррине пĕлтĕмĕр. Регионта наука ăнăçлă аталанни, промышленноç вăй илни пире хавхалантарса ячĕ».

 

 

 


Раççей Федерацийĕнчи Корея Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ ПАК Ро-Бек çапла каласа хакланă пирĕн региона: « Раççей пĕр пысăк çĕршыв. Эпир сирĕнпе пĕрле регионсене тĕпчетпĕр.  Чăваш Республикинче ют çĕршывсенчен бизнесменсем сахал мар ĕçлеççĕ.  Мĕншĕн тесен регионăн инвестици ĕç климачĕ çӳллĕ шайра.  Культура та  республикăра курăмлă аталанни куçкĕретех.  Корейăпа чăвашсен пĕрпеклĕхсем пур иккен», - тенĕ вăл.

 

 


Швеци Посольствин экономикăпа суту-илӳ пайĕн пуçлăхĕ Бьорн Кавальков-Хальварссон Чăваш Республики пирки çапла палăртнă: «Ют çĕршывсенчен инвесторсене явăçтармалли мел çав тери паха. Вĕсем экономикăра пĕр-пĕринпе çыхăну тытса ĕçлеме яланах хатĕр пулни курăнать, пулăшу пама та хатĕр вĕсем.  Чăваш Республикине çитсе курма кăмăл çуралчĕ.  Уйрăмах çакăн пек лайăх презентаци ĕçĕпе паллашнă хыççăн ырă  шухăш пуçа кĕчĕ», - тесе пĕлтернĕ вăл.

 



РФ Куба Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Эмилио Лосада Гарсия Чăваш Ен пирки çапла асăннă: «Эпĕ Чăваш Республикинче икĕ уйăх каялла пулнăччĕ. Манăн чи ырă туйăмсем çеç çуралчĕç çак республика пирки.  Аса илӳсем те яланах лайăххи пирки. Тепĕр хут Чăваш Республикине экономика форумне кайма шут тытрăм. Кубăна килсе курма Чăваш Ен Пуçлхне йыхравларăм. Чӳк  уйăхĕнче тĕрлĕ халăхсем хушшинчи ярмарка пулать, унта пыма чĕнтĕм», - тенĕ вăл.


РФ Кыргызи Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Болот Отунбаев Чăваш Республики пирки çапла каланă: «Регионта промышленноç, ял хуçалăх аталаннине куртăмăр.  Пире сирĕн регион Раççейри чи ăста ĕçлекен субъектсем хушшинче тăни хавхалантарать. Пирĕн сирĕнпе ĕçлĕ çыхăнусене тытас килет», - тенĕ вăл.



25 апреля 2017
17:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter