Мускавра Раççей Федерацийĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче Чăваш Республикин презентацийĕ иртнĕ

 


Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Раççей Федерацийĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче Чăваш Республикин презентацийĕ иртнĕ.

РФ ют çĕршыв ĕçĕсен Министрĕ Сергей Лавров асăннă мероприятине уçнă май, Чăваш Республикине Раççейри чи ăнăçлă аталанса пыракан регионсенчен пĕри пулнине палăртса хăварнă. 2016-мĕш çулхи промышленноç производствин калăпăшĕ Раççейри вăтам кăтартуран чылай пысăкрах пулнине каланă. Регионăн экономики вăй илсе пынине, çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ предприятисем уçăлнине палăртнă.  «Чăваш Ен ют çĕршывсемпе пĕр-пĕрин хыççăн  кулленех ĕçлĕ çыхăнусене сарса пырать.  Республикăра Германирен, Японирен тата ытти ют çĕршывсенчен инвесторсем производствăсем уçаççĕ», - тенĕ Сергей Лавров. Чăваш Республикин ертӳлĕхне, Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, регионти мĕнпур халăха ырлăх, малашне те çитĕнӳсемпе ĕçлеме суннă.  

 Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче чи малтанах Сергей Лаврова региона пысăка хурса хакланăшăн тав тунă.  Хăйсем патне ырă кăмăлпа кĕтсе илнĕшĕн, презентаци йĕркелеме витĕм кӳнĕшĕн ырланă.

Михаил Игнатьев паянхи куна илес пулсан, регионта бизнеса аталанса вăй илме çителĕклĕ таран условисем йĕркелесе тăратнине пĕлтернĕ.    «Чăваш Республикинче Испани, Итали, Япони, Серби компанисем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Калăпăр, нумаях пулмасть нимĕçсен  Weidmüller тата Siemens компанисемпе килĕшӳ ĕç хучĕсене те алă пусса çирĕплетнĕ. Кĕçех вĕсем çĕнĕ хушма производствăсем хута ярĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин   регионти экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕсемпе паллаштарнă, ĕç климачĕн условийĕсем пирки чарăнса тăнă.  Паянхи куна илес пулсан регионти предприятисемпе организацисем тĕнчери 92 çĕршыври бизнес пĕрлешӳсемпе тачă çыхăнса ĕçленине пĕлтернĕ. Кунсăр пуçне республика инвестици явăçтарас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă.  «Пирĕн  тăрăхра бизнеса аталанса пыма условисем çителĕклĕ. Налук тӳлессипе çăмăллăхсем пур.  Патшалăх пулăшăвĕсем те чылай.  Республикăра промышленноçа аталанма витĕм кӳрекен ятарлă фонд йĕркеленĕ», - тесе каланă Владимир Аврелькин.  

Пысăк мероприятире Чăваш Республикинче ăнăçлă ĕçлекен организацисем хăйсен паха ĕç опычĕсемпе паллаштарнă. «Чăваш Республикинче электротехника енĕпе ăста специалистсене тупрăмăр. Вĕсен пĕлӳ шайĕ çав тери пысăк. Республика ертӳлĕхĕ кирек епле йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем çине вăхăтра тимлĕх уйăрать, çийĕнчен вĕсене татса парассипе кирлĕ пек мерăсем йышăнать.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çав тери ăста пулни куçкĕретех, вăл яланах пире пулăшу пама тăрăшать», - тенĕ «АБС Электро» Ненад Попович.

Раççейри Roca Group ют çĕршывсен компанийĕн директорĕ Игорь Левченков хăйĕн сăмахĕнче вĕсен пурĕ пиллĕк пысăк предприяти пулнине, виççĕшĕ Чăваш Республикинче хута кайнине пĕлтернĕ.  Чăваш Республикин Правительстви, регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  яланах тĕрлĕ сĕнӳсемпе  пулăшу панине пĕлтернĕ.  Ăнсăртран мар пулĕ, Roca Group компани регионта производствăсем хута яласшăн.

Палăртса хăваратпăр, çак презентаци ĕçне ют çĕршывсен 90 ытла ятарлă представителĕсем хутшăннă.   Курма пынисем валли тĕрлĕ куравсем ĕçленĕ. Хăнасем чăвашсен паллă çыннисемпе: Геннадий Айхипе, Андриян Николаевпа, Никита Бичуринпа, Иван Яковлевпа паллашнă. Нумайăшĕ чăвашсен тутлă апат-çимĕçĕпе те сăйланнă. 

Аса илтерсе хăваратпăр, Чăваш Республики çинчен презентаци  Раççей МИДче 2008-мĕш çулта иртнĕ.  Ун чухне ют çĕршывсенчен 55 представитель хутшăнма кăмăл тунă.

Фоторепортаж



25 апреля 2017
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter