Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлатӑп!  

Кашни ҫыншӑнах хӑйӗн тӑван чӗлхи хаклӑран та хаклӑ пуянлӑх. Чӑваш чӗл­хи – пирӗн халӑх кун-ҫулне палӑртакан наци ӑс-хакӑ­лӗн паха ет­ке­рӗ, вӑл наци мешехисемпе йӑли-йӗркине тата пат­шалӑхӑмӑра сӑн­ар­ла­кан тӗп символ пулса тӑрать.   

И.Я. Яковлев аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр халалӗсене пурнӑҫласа эпир хамӑрӑн чӗлхене сыхласа упрас, пуянлатас тата унӑн халӑх хушшинчи чыс-сум­не ӳстерес тӗллевпе комплекслӑн ӗҫлетпӗр, нумай ӗмӗре тӑ­сӑ­лакан тӑван культура йӑ­ли-йӗр­кине малалла аталантаратпӑр.

Унпа пӗрлех тӗрлӗ чӗлхелӗхе пысӑка хурса хисеплени, Чӑваш Енре пурӑнакан тӗр­лӗ халӑх чӗлхипе культури пӗр-пӗрин ҫине парха­тарлӑ ви­тӗм кӳ­ни ре­с­­публика территорийӗнче тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑха сых­ласа упрама пулӑшакан лайӑх май пулса тӑрать.

Эпир тӑван чӗлхене сыхласа упрас тӗлӗшпе тӑвакан утӑмсем Чӑ­ваш Енри ытти чӗлхесене те аталанма пулӑшаҫҫӗ, пӗр-пӗрне ӑнланса тата туслӑн хутшӑнса пурӑнни ҫинче никӗсленсе тӑракан нацисем хушшинчи ҫыхӑну­сене ҫирӗпле­теҫҫӗ. Раҫҫейри халӑхсен наци культурине сыхласа упрасси – Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин ӗҫӗнче те тӗп ҫул-йӗр­сен­чен пӗри. Ӗмӗртен пӗр ҫӗр ҫинче туслӑн та килӗштерсе пу­рӑн­са, пӗр-пӗрин чӗлхипе культурин ырӑ витӗмне ӑша хывса эпир нумай нациллӗ пӗр пӗтӗм халӑх пулса тӑратпӑр. 

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                            М. Игнатьев

 



25 апреля 2017
00:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter