Чăваш Республикинчи Тĕрĕслевпе шутлав палатин канашĕн анлă ларăвне службăна йĕркелесе янăранпа 20 çул çитнине халалланă

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Тĕрĕслевпе шутлав палатин канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Ку хутĕнче палăртнă мероприятине асăннă службăна Чăваш Республикинче йĕркелесе янăранпа 20 çул çитнине халалланă.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Прдседателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, федерацин тĕрлĕ службисен ертӳçисем, асăрхав органĕсен представителĕсем хутшăннă. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе мероприятине  пухăннисене, уйрăмах Чăваш Енри Тĕрĕслевпе шутлав палатин ĕçченĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев ăшшăн саламланă.  Актуаллă ыйтусене татса парас ĕçре çак асăннă службăн витĕмлĕхĕ питĕ пысăк пулнине,  Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн палата ĕçченĕсем ырми-канми тăрăшнине каланă вăл.  «Кĕске вăхăт хушшинчех çак палата хăйĕн пысăк пĕлтерĕшне кăтартса пама пултарчĕ. Эсир бюджетăн кашни тенкине çирĕп тĕрĕслесе пыратăр.  Патшалăх влаç органĕсенче  тăрăшакансемпе тухăçлă ĕçлени те куçкĕретех.  Муниципалитетсенче те финанс енĕпе ĕçлекенсене пĕр чăмăра пухма пултартăр», - тенĕ вăл.

Чăваш Республикин тĕрĕслевпе шутлав палатин Председателĕ Светлана Аристова хăйĕн докладĕнче службăн ĕç пĕтĕмлетĕвĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, 20 çул хушшинчи çитĕнӳсем çинчен кĕскен каласа кăтартнă. Пурĕ палăртнă тапхăрта вĕсен палати 680 тĕрĕслев ирттернĕ, 1300 объектăн ĕçне тишкернĕ. Сахал мар кăлтăксем те тупса палăртнă, бюджета  пурĕ 54 млн тенкĕ  тавăрма йышăнусем тунă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов Чăваш Енри асăрхавпа тĕрĕслев органĕсем хушшинче çӳлерех асăннă служба тивĕçлĕ вырăн йышăннине каланă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче республика хыснинчен социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панă укçа-тенкĕпе муниципалитетсем тухăçлă усă курнине,  Чăваш Енри Тĕрĕслевпе шутлав палати  çак ĕçсене çирĕп тĕрĕсленине асăннă.

 Паянхи ларура Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палатин ĕçченĕсене пысăк çитĕнӳсемпе палăрнăшăн  торжествăлла майпа патшалăх наградисене парса чысланă.

Фоторепортаж



25 апреля 2017
16:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter