Александрова Фаина Тимофеевна 95 ҫулхи юбилее уявларĕ

Александрова Фаина Тимофеевна 1922 ҫулхи апрелĕн 23–мĕш числинче Çĕрпÿ районне кĕрекен Упкăҫум ялĕнче, хресчен ҫемьинче ҫуралнă. 8 ҫулта Упкăҫумри пуҫламăш шкула пĕрремĕш класа вĕренме кайнă. 1940 ҫулта Тракри вăтам шкултан 10–мĕш класс пĕтерсе тухнă. Шкул ҫулĕсенче пионер та комсомол та пулнă. 1940-41 – мĕш ҫулсенче Упкăҫумĕнчи крахмал заводĕнче лаборантка пулса ĕҫленĕ. Хаяр вăрҫă ҫулĕсенче Красноармейскинчи вăтам шкулта кĕҫĕн классене вĕрентнĕ.

1945 – 1948 ҫулсенче райпланра плановикра ĕҫленĕ.

«Вăрҫă ҫулĕсем ҫăмăл пулмарĕҫ, шкула хутса ăшăтма вутти – шанкине те хамăрах хатĕрлеттĕмĕр, хĕр ачасем вăрман касма каяттăмăр» – аса илет хăйĕн ҫамрăклăхне Фаина Тимофеевна. Каҫхине вара исполкомра дежурствăра тăраттăмăр. 1943 ҫулта Михайлов Афанасий Михайловичпа пĕрлешсе ҫемье ҫавăрнă. 5 ача ҫуратса пурнăҫҫулĕ ҫине кăларнă. Ачисем халĕ хăйсен ҫемьисемпе пурăнаҫҫĕ. Шель пулин те мăшăрĕ пурнăҫран 35 ҫул каялла уйрăлса кайрĕ.

1948 ҫулта пурнăҫ Шур–Пусай ялне исле ҫитерчĕ. Кунта килнĕренпех 75 ҫула ҫитичченех колхозра ĕҫленĕ: тырă вырнă, утă ҫулнă, авăн ҫапнă.

Ĕҫне кура–хисепĕ. Фаина Тимофеевнăн хисеп хучĕсем те сахал пулман, колхоз парнисем те. Вăрҫă вăхăтĕнче ĕҫленĕшĕн «За доблестный и самоотверженный труд в период ВОВ» медальпе чысланă.

Халĕ Фаина Тимофеевна килте пĕчченех пурăнать. Пÿртре ăшă, газ ҫунать, шывĕ те пÿртрех–ăшши те сивви те. Сумлă ветеран сурăхсем, чăхсем усрать.

Ачисем, мăнукĕсем кашни канмалли кун амăшĕ патне килсе каяҫҫĕ, пулăшаҫҫĕ.

Сумлă 95 ҫулхи юбилей ячĕпе Александрова Фаина Тимофеевнăна Чăваш Сурăм ял поселенийĕн пуҫлăхĕ Виктор Сорокин, Элĕк район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Петр Павлов саламларĕҫ.

(Элĕк районĕ)



25 апреля 2017
11:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter