Тăван чĕлхене вĕрентекенсене тата енчен те вĕсем вĕрентнĕ шкул ачисем республика, тĕрлĕ регионсем хушшинче ирттерекен ăмăртусенче хисепе тивĕçсен патшалăх енчен пулăшу парасси пирки проект хатĕрленет

 Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.

  Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хăйĕн докладĕнче тăван чĕлхене вĕрентекенсене тата енчен те вĕсем вĕрентнĕ шкул ачисем республика, тĕрлĕ регионсем хушшинче  ирттерекен ăмăртусенче хисепе тивĕçсен патшалăх енчен пулăшу парасси пирки  проект хатĕрленесси çинчен ырă хыпара пĕлтернĕ.   Чăваш чĕлхипе литературине, тутар чĕлхине тата литературине, мордва чĕлхипе литературине вĕрентекенсене хавхалантармалли ĕç хутне РФ субъектсенчи ĕç тăвакан влаç органĕсем йĕркелеççĕ.   Çак ырă пуçарăва республика Правительстви хапăл тусах йышăннă.  Ăста вĕрентекенсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн премипе чыслама палăртнă.  Пулăшăвăн виçи те пĕчĕк мар – çĕр  пин тенкĕпе танлашать.

 Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура  та кун пирки палăртсах каланăччĕ, енчен те педагогсем ачасене лайăх вĕрентсе пырсан, çамрăксем тĕрлĕ ăмăртусенче мала тухсан, уншăн премипе тивĕçтермеллине асăннăччĕ. Палăртма кăмăллă, тĕплĕ шухăш пурнăçа туллин кĕрсе пырать. 2016-мĕш çулта пурĕ республикăра ĕçлекен 48 учитель хисепе тивĕçнисем патшалăх наградисене илнĕ.



26 апреля 2017
16:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter