Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наци рейтингĕн кăтартăвĕсем тăрăх хăйĕн позицине лайăхлатнă

«Рейтинг» информаципе коммуникацисен центрĕ Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ертӳçисен ĕç тухăçлăхĕн пĕтĕмлетĕвне хатĕрленĕ. Ку хутĕнче вĕсем кăçалхи çулăн пуш уйăхĕпе ака уйăхĕнчи  ертӳçĕсен ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ.

Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наци рейтингĕнче маларах 23-мĕш вырăнта тăнă пулсан, халĕ хăйĕн позицине пĕр пункт лайăхлатнă, 22-мĕш вырăнта тăрать. Кăтарту кулленех ырă енне улшăнса пыни пурсăмăра та хавхалантарать.   Наци рейтингне хатĕрлеме  тĕрлĕ экспертсен пĕрлешĕвĕсен  кĕретсĕр анкета ĕçĕсене тĕпе хурса пурнăçланă. Экспертсем çĕршыври ку е вăл субъектсен ертӳçисен ĕç тухăçлăхне анлăн пăхса тухнă, çитĕнӳсене те тĕплĕн тĕпченĕ.



26 апреля 2017
11:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter