Республикăри оперативлă штаб тата террора хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссийĕсен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ

 Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри Управленийĕн ертӳçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Семенов республикăри оперативлă штаб тата террора хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссийĕсен пĕрлехи ларăвне ирттернĕ.

Чи малтан Михаил Игнатьев ларăва пухăннисене Раççей Федерацинче 2018-мĕш çул валли террора хирĕç кĕрешессипе Комплекслă план йышăнса хăварнине, ăна тĕпе хурса регионта та ĕç планне пăхса тухнине, çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварса ĕç хутне алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ.  Ларăвăн кун йĕркипе килĕшӳллĕн, ертӳçĕсем ачасен çуллахи кану вăхăтĕнчи хăрушсăрлăх ыйтăвне тĕплĕн тишкернĕ.

Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн докладĕнче, кăçал республикăра ачасен канăвне йĕркелеме ирĕк паракан 465 объекта шута илнине пĕлтернĕ.  Çуллахи вăхăтра мĕнпур шăпăрлансенчен 65 процентне лагерьсене вырнаçтарма тĕллев лартнине каланă. Кăтартăва 2016-мĕш çулхипе танлаштарсан, 3 процент пысăкрах. Палăртса хăвармалла, кăçал лагерьсенче 48652 ача йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесенче ӳснисем пулĕç.    

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кану лагерьĕсенче ĕçлекен  вожатăйсен пĕлӳ шайĕ пысăк пулмаллине асăрхаттарнă. Пур çĕрте те тимлĕ пулмаллине каланă. Видеосăнавсем те çителĕклĕ вырнаçтармаллине асăннă регион Ертӳçи Михаил Игнатьев.

«Кану тапхăрĕнче ашшĕ-амăшĕсем  хăйсен чи хаклă ачисене шанса панине организаци ертӳçисен лайăх ăнланмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Ку хутĕнче кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă. Вĕсем шутĕнче: 2018-мĕш çулта FIFA футболĕн тĕнче чемпионачĕ, тĕрлĕ уявсем, спорт ăмăртăвĕсенче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси тĕп вырăнта пулманнине çирĕп асăрхаттарнă.

«Эпир оперативлă штабпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр.  Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – террора хирĕç кĕрешесси, республикăра пурăнакансене тата пирĕн тăрăха килекен хăнасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Кирек епле кăлтăка та вăхăтра сирсе ярасси», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

 Фоторепортаж



27 апреля 2017
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter