Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейе Япони Премьер-министрĕ Синдзо Абэ ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ мероприятине хутшăннă

 Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейпе Япони ĕç канашĕн Председателĕ Алексей Репик тата тӳрĕ инвестицисен Раççейри фончĕн генеральнăй директорĕ Кирилл Дмитриев йыхравĕпе,  Раççейе Япони Премьер-министрĕ Синдзо Абэ ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ мероприятине хутшăннă.

Палăртса хăваратпăр, ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин Японин Премьер-министрĕпе Синдзо Абэпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Калаçу вăхăтĕнче ертӳçĕсем 2016-мĕш çулта раштав уйăхĕн 15-16-мĕш кунĕсенче ирттернĕ ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнчи килĕшӳсем пирки чарăнса тăнă. Пуласлăхри Раççейпе Япони хушшинчи политика, суту-илӳпе экономика, социаллă сферăри ыйтусене анлăн пăхса тухнă.

Палăртнă мероприятинче Раççей Правительстви ячĕпе ĕçе пухăннисене Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕ Аркадий Дворкович саламланă.  Вăл хăйĕн сăмахĕнче Раççей Федерацине Япони Премьер-министрĕ Синдзо Абэ официаллă майпа килнине ырланă, вĕсем пире пысăка хурса хакланине палăртнă.  Ку хутĕнче ĕçлĕ мероприяти тапхăрĕнче пĕтĕмпе 20 ытла килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетнĕ.  Японири паллă пысăк предприятийĕн пуçлăхĕ  Масами Иидзим Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. «Р-Фарм» фармацевт компанипе килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетнĕ.   

Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Массами Иидзимпа 2016-мĕш çулта раштав уйăхĕнче ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ пулнă.   Ун чухне шăпах та Чăваш Енре хăш-пĕр инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртесси пирки калаçса килĕшнĕ пулнă.

2017-мĕш çулта пуш уйăхĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин Туслăх орденĕпе Массами Иидзима чысланă,  Раççейпе Япони хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăва анлăлатассишĕн пысăк витĕм кӳнине палăртнă. Экономикăра, социаллă сферăра, культурăра та  сахал мар пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленине каланă.

Официаллă тĕлпулăва пухăннисем умĕнче Раççейпе Япони ĕç канашĕн Председателĕ Алексей Репик  сăмах илнĕ. «Паян Раççейпе Япони хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусем çĕнĕ вăй илчĕç.  Экономика тĕлĕшĕнчен çивĕч принципсем хута кайрĕç, пĕр-пĕрин хушшинчи ĕç климачĕ сарăлчĕ», - тенĕ вăл.

Тӳрĕ инвестицисен Раççейри  фончĕн генеральнăй директорĕ Кирилл Дмитриев хăйĕн докладĕнче çапла палăртнă: «Палăртнă тĕлпулу Япони бизнес сферинче ĕçлекенсене Раççей рынокĕ кăсăклантарни куçкĕретех.  Вĕсем пĕр-пĕрин хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене сарасшăн», - тенĕ  вăл сăмаха пĕтĕмлетсе. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев официаллă йышăну мероприятийĕнче хăш-пĕр ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикипе Япони хушшинче тахçантанпах ĕçлĕ çыхăнусем çирĕпленнĕ.  Суту-илӳ таврашĕнчи услам та 32,7 процента çити ӳсни куçкĕретех. Кăçал çак кăтарту кăрлач-нарăс уйăхĕсенче пĕлтĕрхинчен 5,5 хут хăпарнă.

Япони предпринимателĕсем Чăваш Республикинче Fujikura Automotive проект пурнăçа кĕртнĕ. Автомашинăсем валли тĕрлĕ жгутсем калăплассипе ĕçлет палăртнă организаци. Пирĕн республикăра асăннă предприяти 2015-мĕш çулта хута кайнă.  2016-мĕш çулта предприяти хăйĕн производстви калăпăшне ӳстерсе Volkswagen концернăн Scoda Rapid моделлĕ алăксем валли жгутсем хатĕрлессипе ĕçлет. Fujikura Automotive Europe  генеральнăй директорĕ Ичиро Камада хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче производство уçма вĕсене мĕн хистени пирки каласа кăтартнă. Вăл Чăваш Республикинче ĕç климачĕ çав тери паха пулнине, географи тĕлĕшĕнчен регион лайăх вырăнта вырнаçнине, квалификациллĕ специалистсем пулнине палăртнă.  

Каласа хăвармалла, Чăваш Республикинче «Ямазаки Мазак» предприяти ăнăçлă ĕçлет, пысăк технологиллĕ хатĕрсем вăй илсе пыраççĕ. 

Ĕç климатне ӳстерсе пырасси -  республика Правительствин приоритетлă ыйтăвĕсенчен пĕри пулса тăнине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Чи пысăк çитĕнӳ – Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, пирĕн республика РФ 85 субъекчĕ хушшинче хисеплĕ 6-мĕш вырăнта тăни пурсăмăра та хавхалантарать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ  пысăк пуласлăхлă инвесторсемпе кулленех тачă çыхăнса ĕçлет. 2013-мĕш çулта ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Японипе Раççейĕн ятарлă форумĕн ĕçне хутшăннă. Ун чухне шăпах та пĕр-пĕрин хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене анлăрах сарассипе çĕнĕрен те çĕнĕ çул-йĕрсем шыраса пырасси пирки ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă.  Форум ĕçне Япони Премьер-министрĕ  Синдзо Абэ,  Раççей Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Игорь Шувалов, Японири чи пысăк компанисен 120 представителĕ тата ытти бизнес тытăмра вăй хуракансем пуçтарăннă. 

2016-мĕш çулта çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Раççейри «Японисен бизнес-клубĕ»  валли Чăваш Республикипе паллаштаракан ятарлă презентаци иртнĕ пулнă.  Пĕлтĕр раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин йĕркелесе ертсе пынă сумлă делегаци Токио хулинче Раççейпе Японисен бизнес-диалогĕ  форумĕн ĕçне хутшăннă.  Ун чухне кăçал Чăваш Республикине Япони компанийĕсем ĕçлĕ визитпа килсе каясси пирки калаçса килĕшнĕ.   

Фоторепортаж



28 апреля 2017
09:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter