Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерессипе ĕçлекен Координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ

 Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче регион Ертӳçи Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи право йĕркине тивĕçтерессипе ĕçлекен Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ.

Ĕçĕн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухиччен, чи малтан Михаил Игнатьев обществăн тăнăçлăхне, хăрушсăрлăхне упраса хăварасси патшалăх политикин тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри пулса тăнине палăртнă. Çывхарса килекен çу уйăхĕнчи уявсем пĕтĕмпех çӳллĕ шайра иртмеллине, пур çĕрте те халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтермеллине çирĕп каланă.   Тĕрлĕ политика парти членĕсем митингсем йĕркелесе ирттерме палăртаççĕ. Ку тĕлĕшпе саккунсен йĕркине çирĕп пăхăнма чĕнсе каланă Михаил Игнатьев.

«Хăрушлăхсăр хула» комплекслă программа пирки тĕплĕн канашланă.   Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хăйĕн докладĕнче комплекслă ĕç хатĕрĕсем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарăн пĕтĕмпех пĕрлĕхлĕ сыхлав диспетчер службине пăхăнса тăрасса палăртнă. Çулсем çинчи йĕркесĕрлĕхе видеосăнавсем кулленех тимлĕ палăртса пынине, çак ĕçсем те çӳлерех асăннă службăна информацисем кĕрсе пынине пĕлтернĕ.  Республикăри муниципалитетсенче программа туллин пурнăçланасса шанса каланă.

Чăваш Енри шалти ĕçсен министерствинчи обществăри йĕркене пăхса тăрассипе ĕçлекен пай пуçлăхĕн çумĕ Александр Марков хăйĕн докладĕнче хальхи вăхăтра халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче пурĕ 10 000 видеокамера вырнаçнине пĕлтернĕ. Çак ĕçсем пĕтĕмпех йĕрке пăсакансене вăхăтра тупса палăрта пулăшнине асăннă вăл.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертӳçисене ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă, кашни ертӳçĕ яваплă пулнине асăрхаттарнă. «Хăрушлăхсăр хула» проект паянхи пурнăç таппинче пушшех те приоритетлă шутланать.  Нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнче те çак ĕçсене туллин пурнăçлама тăрăшмалла.  Халăхăн шикленсе пурăнмалла мар. Кашни çынăн харпăр хăй пурлăхне упраса хăварассишĕн тăрăшмалла, пирĕн вара хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле», - тенĕ вăл сăмаха çавăрса.

Ку хутĕнче ларăва пухăннисем çула çитмен яш-кĕрĕм пирки те сăмах пуçарнă, тепре чухне вĕсем те ытларах йĕрке пăсни сисĕнет. Федерацин айăплав службин Чăваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Иван Веников шăпах та çак ыйту пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Тĕрмесенче пурăнакан çула çитмен çамрăксемпе уйрăм воспитательсем ĕçленине, ачасене медицина, психологи пулăшăвĕсемпе те вăхăтра туллин тивĕçтернине пĕлтернĕ. Пĕр сăмахпа каласан, çителĕклĕ условисем йĕркелесе панине палăртнă. Кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен тасалса пымалли ятарлă кĕлĕсем вуламалли пӳлĕм пуррине пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев доклада итленĕ хыççăн, уйрăм çитменлĕхсем пирки чарăнса тăнă. Ку хутĕнче вăл  отчетра аналитика енчен сăнав пулманнине, кăтартусенче миçе ача тĕрĕс çул çине тăнине, ытларах мĕнле çамрăксем йĕрке пăснине палăртманнине асăрхаттарнă.    

Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин та докладпа килĕшмен, çитменлĕхсене тепĕр хут палăртса каланă.  Профилактика ĕçĕсене ĕç тăвакан влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçленисене шута илменнине асăннă.

Тăлăх ачасене хваттерпе тивĕçтерес ыйту пирки чарăнса тăнă.  Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир  Михайлов  хăйĕн сăмахĕнче, паянхи куна республикăра ашшĕ-амăшĕнчен тăлăха юлнă 1953 ача хваттер черетĕнче тăнине пĕлтернĕ, вĕсене валли пурĕ 121,4 млн тенкĕ тăкаклама пăхса хăварнине каланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина тăлăх ачасенчен хăшĕ-пĕрисем çеç ашшĕ-амăшĕсемсĕр юлнине, 75 проценчĕ вара социаллă пĕлтерĕшлĕ тăлăхсем тесе каланă. Нумай ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкисене усрасшăн мар пăрахса кайни сисĕнет.   «Ачасен пуласлăхĕшĕн ашшĕ-амăшĕ яваплă. Вĕсен ытларах хăйсен пепкисемшĕн пăшăрханмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Тĕлли-паллисĕр çухалса çӳрекен ашшĕ-амăшĕсем тата çитменнине эрех-сăра ĕçсе алхасакансем шăпах та ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнме чăрмав кӳреççĕ тенĕ сăмаха малалла тăснă май республика Пуçлăхĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.

Фоторепортаж



28 апреля 2017
16:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter