Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Наци пуянлăхĕ тата мăнаçлăхĕ пулнă май Чăваш Ен гербĕ, ялавĕ тата гимнĕ пире çĕнĕ ырă ĕçсем тума хавхалантараççĕ, ĕçлес тата аталанас енĕпе пĕрлештереççĕ, хамăрăн ачасен пуласлăхĕшĕн тăрăшса эпир республика шăпишĕн пĕрле яваплă пулнине аса илтереççĕ.

Чăваш Республикин патшалăх символĕсем пирĕн обществăна ĕмĕрлĕх хаклăхсем тавра пĕтĕçтереççĕ. Эпир хамăрăн юратнă аслă çĕршывпа - Раççей Федерацийĕпе - пĕрле Чăваш Ен хăватне туптатпăр: экономикăна аталантаратпăр, наукăра, культурăпа спортра çитĕнӳсем тăватпăр, республикăра пурăнакансен пурнăçне хăтлăлатмалли, Раççейĕн çамрăк гражданĕсемшĕн хăйсен пултарулăхĕпе усă курмалли майсем йĕркелетпĕр.

Пирĕнтен кашнийĕн ăнăçăвĕсем регионăн пĕрлехи пуянлăхĕ пулса тăраççĕ.

Пирĕн çĕр çинче тăнăçлăхпа туслăх хуçаланччĕр!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                      Михаил Игнатьев.

 



28 апреля 2017
16:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter