Инвестици климатне лайăхлатас ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳçисемпе ирттернĕ видеоканашлура тĕплĕн сӳтсе явнă

Инвестици климатне лайăхлатас ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳçисемпе ирттернĕ видеоканашлура тĕплĕн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче, Раççей Правительстви регионсенче бизнеса аталанма ирĕк паракан йĕркене ансатлатни çинчен ырă хыпара пĕлтернĕ. Предприятисемпе организацисене сахалтарах тĕрĕслев ирттерме хушнине каланă.  Çĕнĕ механизм пурлăха регистраци витĕр кăларма çăмăллăх кӳрессине асăннă. Çĕрсене уйăрса пама, куçман пурлăха кадастр учетне тăратма та меллĕ пуласси паллă. РФ инвестици климатне лайăхлатассипе йышăннă ĕçе пурнăçа кĕртсе пыма Чăваш Республикинче çулсен карттине хатĕрленĕ тата çирĕплетсе те хăварнă.

«Чăваш Республикинче мĕнпур территоринче ĕçсене туллин пурнăçламалла, регионăн инвестици климатне лайăхлатассишĕн тăрăшмалла.  Ĕç тăвакан влаç органĕсенче вăй хуракансен муниципалитетсеме тачă çыхăнса тухăçлă ĕçлемелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Аса илтерсе хăваратпăр, республикăра бизнеса аталантарса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе пынине кура, РФ субъекчĕсем хушшинче пирĕн республика инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе 6-мĕш вырăнта, Атăлçи федераци округĕнче хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тухнă, ӳсĕм питĕ пысăк пулни пурне те ĕçлеме хавхалантарса тăрать.

Республика Пуçлăхĕ регионăн шалти потенциал пысăк пулнине, предпринимательлĕх сферине аталанса пыма меллĕ тесе каланă. Малашне те çитĕнӳсемпе палăрасси куçкĕретех, анчах та предпринимательсемпе куçа-куçăн калаçмалла, административлă барьерсене чакармалла, муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтернĕ чухне вăхăтсен тапхăрне кĕскетмелле, нормативлă право ĕç хучĕсене те ансатлатмалла, çăмăллăх кӳме тăрăшмалла,  ун чухне вара ыйту туллин пурнăçа кĕрсе пырĕ тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе регион Ертӳçи.



03 апреля 2017
08:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter