Михаил Игнатьев регионти район тата хула администрацийĕсен ертӳçисемпе видеоканашлу ирттернĕ, массăллă мероприятисен йĕрки çинчен тĕплĕн канашланă
Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти район тата хула администрацийĕсен ертӳçисемпе видеоканашлу ирттернĕ, массăллă мероприятисен йĕрки çинчен тĕплĕн канашланă.
Республика Пуçлăхĕ муниципалитетсен ертӳçисене право сыхлавĕн органĕсенче ĕçлекенсемпе тачă çыхăнса пыма сĕннĕ, ыйтăва пурнăçланă чухне саккунсене пăхăнса тухăçлă ĕçлеме чĕнсе каланă. Калăпăр, анлă мероприятисене яланах ирттериччен чи малтан заявкăсем тăратиччен право хуралĕнче ĕçлекенсемпе килĕшӳ тумалла, ятарлă комиссисенче тишкермелле, обществăлла организацисемпе, мĕнпур кирлĕ пек службăра ĕçлекенсемпе яланах пĕрле пăхса тухмалла. Чи кирли – пирĕн регионта тăнăçлă лару-тăрăва упраса пырасси, вăл пирĕншĕн тĕп приоритетсенчен пĕри пулса тăрать тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Пĕтĕм ĕçсене яланах килĕшсе пурнăçламалла, пăтăрмахсем, хирĕçӳсем кăларса тăратма юрамасть», - тенĕ Михаил Игнатьев.