Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – регионти муниципалитетсенче тавралăха тирпей-илем кӳртессипе йышăннă уйăхлăха ирттересси.   Раççейре чи анлă сарăлнă экологи акцийĕ ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕ таранччен пырать.  Ун чухне йăлари хытă каяшсене илсе тухма, тавралăха ешертме, тĕрлĕ йывăç-тĕмсем, чечексем лартма, çăлкуçсене тасатма тĕллев лартнă.

Чăваш Республикин çутçанталăк тата пурлăх министрĕ Александр Коршунов йăлана кĕнĕ акцине кашни çулах регионти районсемпе хуласем хапăл туса йышăннине пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев акцийĕн пĕлтерĕшĕ пирки чарăнса тăнă. «Кун евĕр мероприятисем яланах кирлĕ.  Уйрăммăн асăрхаттарса хăваратăп, йывăçсем лартмалла, вăл шутран, 2010-мĕш çулта тип-шар курнă йывăçсем вырăнне çамрăк хунавсемпе ешертмелле», - тенĕ вăл.

Аса илтеретпĕр, 2017-мĕш çула Раççей Президенчĕ Экологи çулталăкĕ тесе калакан Указа çирĕплетнĕ.  Чăваш Республикинче çак çулталăка халалласа йышăннă ĕç планне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕп тĕрĕслевре тытать.

Палăртма кăмăллă, регионта экологи енĕпе йышăннă проектсене пурнăçа кĕртсе пынине кура, РФ субъекчĕсем хушшинче ирттернĕ рейтингра пирĕн республика чи лайăх ĕçлекен пиллĕк регион шутне кĕнĕ. Çитĕнӳ çав тери пысăк, пурне те ĕçлеме хавхалантарать.  



03 апреля 2017
13:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter