Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви Чăваш Енĕн Строительство министерствин Вĕренӳпе производство комбинатне шалти аудит ирттернĕ

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикинче район тата хула администрацийĕсен ертӳçисемпе регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев видеоканашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн докладĕнче Чăваш Енĕн Строительство министерствин Вĕренӳпе производство комбинатне шалти аудит ирттернине пĕлтернĕ. Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви тĕрĕслев вăхăтĕнче хальхи вăхăтра хушма професси пĕлĕвĕпе тивĕçтерекен тепĕр организаци тупса палăртнă.  Ахăртнех Чăваш Енĕн Строительство министерствин Вĕрентӳпе производствăн комбинат пулăшăвĕпе тӳр килни те куçкĕретех. Икĕ организаци çынсене пĕр евĕр пулăшу параççĕ имĕш. НОУ ДПО «УПК» Вĕренӳ министерстви патшалăх пурлăхĕпе  аренда шучĕпе усă курма ирĕк паракан лицензине Юстици министерствипе килĕшӳ туманни те паллă.  Чăваш Республикин Строительство министерствин вĕрентӳпе производство комбиначĕн директорĕ Валерий Князев пĕр кунтах çак организацирен тухса кайнă, çав кунах НОУ ДПО «УПК» директорĕ пулса ĕçлеме пуçланă. 2013-2016-мĕш çулсенче НОУ ДПО «УПК» ертӳçи пулса Ренат Маснавиев вăй хунă.  «Калас пулсан, тӳрех паллă, Валерий Князев пĕр вăхăтрах икĕ организацире те ĕçленĕ пулĕ-ха. Пĕр организацине тупăш панă, теприне вара патшалăх организацине - тăкак кӳрсе пынă», - тенĕ министр.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев лару-тăрăва тĕплĕнрех уçăмлатма хушнă, республика Правительствин ларăвĕн кун йĕркине кĕртсе, пуринпе те пĕрле ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче сӳтсе явма каланă. Хальхи вăхăтра тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх, право сыхлавĕн органĕсенче ĕçлекенсем ятарлă йышăнусем хатĕрлеççĕ.  



03 апреля 2017
09:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter